Иртнӗ 5 ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ҫӗнӗ тӗллевсем лартрӗҫ

Республикӑри пӗчӗк тата вӑтам предпринимательсем 6-мӗш хут Етӗрне округӗнчи Фермерсен слетне пухӑнчӗҫ. Хальхинче пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа 250 ытла ял хуҫалӑх ӗҫченӗ килсе ҫитрӗ. 

Ҫулленех фермерсем хӑйсемшӗн пӗлтӗрӗшлӗ те усӑллӑ тӗлпулӑва хатӗрленсех килеҫҫӗ. Ыйтмалли, тишкермелли, сӳтсе явмалли сахал мар. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, иртнӗ 5 ҫулти ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ҫӗнӗ тӗллевсем лартаҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче республикӑри фермерсем тухӑҫлӑ ӗҫлени палӑрать.

109 тӗрлӗ патшалӑх пулӑшӑвӗнчен 58-шӗ федераци шайӗнчи, 51-шӗ - регионти. Фермерсемшӗн пысӑк предприятисем усӑ куракан ҫӑмӑллӑхсем те ӗҫлеҫҫӗ. Андрей Макушев министр 2025-мӗш ҫулӑн паянхи кунчченхи кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Ен ял хуҫалӑх производствин индексӗпе Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче 2-мӗш вырӑнта пулнине палӑртрӗ. Хуҫалӑхсем уй-хире ҫӗнӗ те хӑватлӑ техника кӑларнине кура, ҫанталӑк чӑрмавӗсене пӑхмасӑр 12 округра кӑҫалхи вырма лаптӑкӗн ҫурринчен иртнӗ. Шупашкар тӑрӑхӗнчи Константин Плотников хресчен фермер хуҫалӑхӗ 50 гектар лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ. Ҫак ӗҫе 2007-мӗш ҫулта ашшӗпе амӑшӗ пуҫарнӑ. 2018-мӗшӗнче ӗҫ тилхепине Константин  тытса пыма пуҫланӑ. Пахча-ҫимӗҫ лаптӑкӗ самай пысӑк вӗсен.

Йӑла тӑрӑх Чӑваш Енри чи лайӑх 100 фермер хуҫалӑхӗн рейтингӗпе паллаштарчӗҫ. Чи хастаррисене тӗрлӗ енлӗн хакласа палӑртнӑ. Кӑҫал 1-мӗш вырӑна Тӑвай тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑнакан Валерий Грачев тивӗҫрӗ.

Слета ҫулсерен ура ҫинче ҫирӗп тӑракан фермерсем те, ял хуҫалӑхӗнче пӗрремӗш утӑмсене тӑвакансем те ҫитеҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни, паха опытпа паллашни кашниншӗн пӗлтерӗшлӗ.

 

Алиса Александрова, Святослав Петров, Павел Иритков