Инкексенчен сыхланасси - тӗп вырӑнта

Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта 3 ведомствӑн аталану ҫул-йӗрне пӑхса тухрӗҫ, ҫитес пилӗк ҫулта тумалли калӑпӑшлӑ ӗҫсене тата тӗп тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Чӑваш Республикинче пурӑнакансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессин аталанӑвӗпе Гражданла оборонӑпа чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен министрӗ Сергей Павлов паллаштарчӗ. Ҫулӑмлӑ тата шыв-шур инкекӗсенчен сыхланасси - тӗп вырӑнта. Иртнӗ пилӗк ҫулта регионта пушарсен шучӗ 14 процент, вӗсенче вилекенсен шучӗ 26 процент чакнӑ,

800 ытла ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавӑн пекех 4 пушар посчӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал тепӗр виҫҫӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. "Хӗрлӗ автана" лӑплантарма 19 автоцистерна туяннӑ. Кӑҫал тепӗр 4 пушар машини кӳрсе килмелле. Шыври пӑтӑрмахсен шучӗ вара иртнӗ 10 ҫулта 47 процент, путса вилекенсен шучӗ 32 процент чакнӑ. Кӑҫал кӑна 45 ҫынна ҫӑлнӑ. Шыравпа ҫӑлав службин аталанӑвне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӑлав станцине хута янӑ, 28 ҫӗнӗ техника туяннӑ. Ҫитес пилӗк ҫулти тӗллевсем те анлӑ.

 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров