Юрий Алексеев ҫак курава тӑтӑшах хутшӑнать. Кӑҫалхине те сиктерес темен. Художник тӗрлӗ ҫулта тунӑ ӗҫсене халӑх умне кӑларнӑ: натюрмортсем, портретсем. Экспозицире 2 тӗп сӑнар. Пӗри - Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ Лев Кураков академик. Унпа ӳнерҫӗ питӗ ҫывӑх пулнӑ.
Ӳнерҫе тӗлӗнтерекен, чунне ҫывӑх тепӗр ҫын - Александр Петров. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл парти обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Ӑна халалланӑ композицие ӳнерҫӗ 2 ҫул хатӗрленӗ.
Юрий Михайлович паян ҫӗршывра пулса иртекен пулӑмсене те чӗри ҫывӑхне илет. Ятарлӑ ҫар операцине унӑн 2 тӑванӗ хутшӑнать.
Куравра ҫавӑн пекех ӳнерҫӗн ҫемйине халалланӑ ӗҫсем те пур. Акӑ, кунта вӗсем мӑшӑрӗпе ҫамрӑк чухне. Ку натюрморт ҫинче вара вӑхӑт чарӑннӑ тейӗн. Унта Юрий Михайлович тӑван килӗнчи сӗтеле сӑнланӑ. Ку ӳкерчӗкпе тӳрех ашшӗ аса килнине палӑртрӗ ӳнерҫӗ. Пӗтӗмпе курава 100 ытла художник 300 ытла картина тӑратнӑ. Вӑл карлач уйӑхӗн 5-мӗшчен ӗҫлет.
Надежда Александрова, Михаил Солин