Вӑхӑт ҫуннӑ чух хӗрӳ ҫапӑҫу вырӑнне ҫитсе пыракан кирлӗ пулӑшу салтаксемшӗн ҫӑлӑнӑҫ вырӑнӗнчех. Вӗсен хаклӑ пурнӑҫне упраса хӑварнипе пӗрлех волонтерсем ҫӗнтерӗве ҫывхартаҫҫӗ. Ҫак сӑваплӑ ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа фронта тӗрев паракансен тӳпи вышкайсӑр тесен те юрать. Чылай чухне вӗсем хӑйсене хӗрхенмесӗр малти ретре ҫапӑҫакансем патнех ҫитсе килеҫҫӗ. Чун ыйтнине пурнӑҫласа ҫар операцине пулӑшакансен ӗҫӗпе халӗ наци музейӗнчи куравра паллашма пулать. Ҫакӑн евӗр ӗҫе кашни ял-хула тӑрӑхӗнчех йӗркеленӗ.
Ҫакӑ, паллах, никама та иккӗлентермест. Тылри халӑх кар тӑрса пӗр ҫыхӑри пек пулнӑ чух ҫӗршыва никам та аркатаймӗ. Пархатарлӑ ӗҫре ырми-канми тӑрӑшакансене Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Олег Николаев хисеп турӗ. Тав ҫырӑвӗ тата парнесем парса чысларӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа республикӑри волонтерсен пӗрлешӗвӗсемпе ыркӑмӑллӑх фончӗсем фронта 150 миллион тенкӗлӗх гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Ҫӗнӗ регионсенчи халӑха та сахал мар тимлӗх тунӑ. Ҫак ырӑлӑх самантлӑха та чарӑнман. Тӗлпулура Олег Алексеевич ҫарти чӑваш полкӗ валли "Пӗрле" фонд пухса хатӗрленӗ 15 fpv-дрон тата тимӗр шырамалли 2 хатӗр пачӗ. Салтаксене тӳрӗ кӑмӑлтан пулӑшакансене чӗререн тав турӗ. Хисепе тивӗҫнисен йышӗнче ҫар операцийӗн салтакӗ, "Оплот Отечества" пӗрлешӳ ертӳҫи Сергей Голицын та пулчӗ.
Наци музейӗнче уҫӑлнӑ курав вара кунран-кун пуянлансах пырӗ. "Пӗрле" фондпа хӗрарӑмсен союзӗ йӗркеленӗ акцие кирек кам та хутшӑнса хӑйсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе пуянлатма пултарать. Ҫитес вӑхӑтра, раштавӑн 16-мӗшӗнче ҫар волонтерӗсене халалланӑ курав Патӑрьеле куҫӗ. Унтан ытти тӑрӑха та ҫитӗ.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов