Вырӑнти бюджетӑн тупӑш пайӗ 14 процент, налук пухасси 2 хут ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӑкаксем те 15 процент ытларах пулнӑ. Чутайсем иртнӗ 5 ҫулта ӑнӑҫлӑ ӗҫлени куҫкӗрет. Кирек хӑш тытӑма илсен те 2020-мӗш ҫултипе танлаштарсан ӳсӗм тунӑ. Сӑмахран, вӑтам ӗҫ укҫи, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвасси пӗр хут ҫурӑ ӳснӗ. Тӗллевсене илес пулсан, ҫывӑх вӑхӑтра Тури Ҫӗрпӳкассинче фельдшерпа акушер пунктне тӗпрен юсамалла. Ҫакӑн валли миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. 2027-мӗш ҫулта Хӗрлӗ Чутайри тӗп больницӑна юсама 391 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Иртнӗ 4 ҫулта 12 культура учрежденине юсанӑ, патшалӑх программипе Тури Ҫӗрпӳкассинче Культура ҫурчӗ туса лартнӑ. Правительство кунӗнче ӗҫре палӑрнисене Республика Пуҫлӑхӗ Тав ҫырӑвӗсем тата алла ҫыхмалли сехетсем парса чысларӗ. Олег Николаев ҫавӑн пекех ыйтусене хуравларӗ. Чутайсене ытларах ҫул тӑвас, шывпа тивӗҫтерес тата ытти ҫивӗч ыйтусем кӑсӑклантараҫҫӗ.
Надежда Александрова, Вадим Владимиров