Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Березовка ялӗнче ҫулталӑк ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлет

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне ҫулсерен яракан Ҫырӑвӗнче медицинӑри лару-тӑрӑва пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Иртнӗ 5 ҫулта ҫеҫ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 207 объекта ҫӗнетнӗ. Вӑл шутра 111 фельдшерпа акушер пункчӗ хута янӑ. Вӗсенчен пӗри Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи Березовка ялӗнче ӗҫлет.

Березовкӑри фельдшерпа акушер пунктӗнче юнашарти 4 ялти 200 яхӑн ҫыннӑн сывлӑхне асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Пациентсене Артем Барашкин ҫамрӑк фельдшер йышӑнать. Вӑл кунта ӗҫлеме пуҫлани нумаях мар пулин те, ял ҫыннисен хисепне ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ те. Ҫамрӑк специалист 2019-мӗш ҫулта Шупашкарти медицина колледжне пӗтернӗ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче чун туртнипе тӑван тӑрӑхне таврӑнма шут тытнӑ. 
Малтанхи фельдшер ҫурчӗ кивелнипе юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫӗннине юнашарах ҫӗкленӗ. Вӑл хӑйӗн алӑкне пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче уҫнӑ. Халӗ пациентсене тивӗҫлӗ пулӑшу кӳме пӗтӗм май пур.

Кунта ял халӑхӗ анализсем пама, диспансеризаци тухма, прививка тутарма пултарать. Чи мелли ҫынсемшӗн, паллах, медицина пулӑшӑвне инҫете каймасӑрах илме пултарни.

Пурӗ вара иртнӗ 5 ҫута Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн 5 ҫӗнӗ фельдшер пункчӗ тата пӗр тухтӑр офисне хута янӑ, 20 ытла тӗрлӗ оборудовани тата 8 автомобиль туяннӑ. Кӑҫалтан вара ФАПсене "Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ" ҫӗнӗ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тума пуҫлӗҫ.

 

Оксана Верликова, Бахтияр Велиев