Хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем аслисемшӗн те, ачасемшӗн те тӗп вырӑнта пулмалла

Шыв таврашӗнче каннӑ вӑхӑтра уйрӑмах асӑрханулӑх кирлӗ. Ҫакӑн пирки "Лесная сказка" санаторире сипленекенсене ӑсталӑх урокӗ ирттерсе аса илтерчӗҫ. Сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем путма пуҫланӑ ҫынна мӗнле пӗрремӗш пулӑшу памаллине кӑтартрӗҫ.

Шыв авӑрне лекнӗ ҫынна хӑтарни - ҫур телей. Унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварасси пӗлтерӗшлӗ. Чылай чухне ачасем кӑна мар, аслисем те пӑтӑрмах тухсан ҫухалса кайса ним тума пӗлмесӗр аптӑраса тӑраҫҫӗ. Шывпа чыхӑннӑ ҫыншӑн вара кашни ҫеккунчӗ хаклӑ. Ӑсталӑх урокӗ ирттерекен хӑна Анна манекен ҫинче кӑтартса пӗрремӗш пулӑшу пама вӗрентрӗ. Кунта хӑйӗн йӗрки пур. Малтанах хулпуҫҫинчен асӑрханса силлесе ҫын хӑйне мӗнле туйнине ыйтмалла. Тӑнне ҫухатнине, сывлӑшӗ тухнине ӑнланса илсен васкавлӑ пулӑшу чӗнмелле. Тухтӑрсем киличчен тӗрлӗ меслетпе вӑхӑтлӑх чарӑннӑ чӗрене ӗҫлеттерсе яма тӑрӑшмалла. Медицина ӗҫченне тимлӗ итлесе ларнисем хӑйсем те путма пуҫланӑ ҫынна пулӑшма хӑтланчӗҫ. Ку яваплӑ та ҫӑмӑл мар. Ҫавӑнпа иккӗн е темиҫен пулсан ҫӑлав ӗҫне кашнин хутшӑнмалла.

Паянхи кун тӗлне Муркаш тӑрӑхӗнчи санаторире 500 ытла ача, вӗсемпе пӗрле 30 ытла ашшӗ-амӑшӗ канать.

Инкек юханшывра та, бассейнра та тухма пултарать. Ҫавӑнпа урок пуҫличчен инструктор ачасене хӑйсене шывра мӗнле тытмаллине тӗплӗн ӑнлантарать. Ачасене ҫырма-кӳлӗ таврашӗнче каннӑ вӑхӑтри хӑрушсӑрлӑх пирки аса илтерсех тӑни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа кашни сменӑра ӑсталӑх сехечӗсем ирттерекен хӑнасене учрежденире яланах хапӑл.

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов