Хӑрушсӑрлӑх йӗркине ҫирӗп пӑхӑнни кӑна инкекрен хӑтарӗ

Ҫуллахи тапхӑрта каникулти ачасем чылай чухне килте пӗччен юлаҫҫӗ, вӑхӑта хӑйсем тӗллӗн ирттереҫҫӗ. Инкекӗ вара ҫумрах ҫӳреме пултарать. Хӑшӗсем шыв авӑрӗнчен хӑтӑлаймаҫҫӗ, пӗчӗкреххисем чӳречерен тухса ӳкеҫҫӗ, тӗрлӗ транспортпа ярӑннӑ чух аманакан та нумай. Суранланнисенчен чылайӑшӗ Республикӑри ача-пӑча клиника больницине лекет.

Тухтӑрсем те, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче  те кун пирки аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Анчах та чылай чухне пӑтӑрмах пирӗн тӗлтен иртсе каясса шанатпӑр, тимлӗхе ҫухататпӑр. Ҫӗртме уйӑхӗнче травматологи уйрӑмне ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ 3 ачана илсе пынӑ. Ҫанталӑк тӑрук шӑрӑхлатнипе килти кантӑксем уҫӑ. Аслисем юнашарах пулсан та лара-тӑра пӗлмен ачасем часах чӳрече янахӗ ҫине хӑпараҫҫӗ, шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка ҫине таянса тухса ӳкеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чӳрече ҫывӑхӗнчи сӗтел-пукан таврашне айккине куҫармалла, кантӑксене уҫма чаракан хатӗрсем лартмалла. Утӑ уйӑхӗнчи 1 талӑкра кӑна тухтӑрсем патне 3 ачана илсе пынӑ.

5-ри арҫын ача ӳксен йывӑр аманнӑ, хальлӗхе вӑл реанимаци уйрӑмӗнче. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна килӗнче пӗчченех хӑварнӑ. Ҫулла - ачасемшӗн хаваслӑ, ҫавӑн пекех вӗсен сывлӑхӗшӗн, пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратма путаракан тапхӑр. Ҫавӑнпа та ывӑл-хӗре куҫран вӗҫертмелле мар, хӑйсене тӗллӗн хӑвармалла мар.

 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов