Хӑмла ҫитӗнтерессине ҫӗршыв шайӗнче тимлӗх

"Раҫҫей симӗс ылтӑнӗ" фестивальпе килӗшӳллӗн Оксана Лут министр хӑмла туса илес ыйтусене халалланӑ канашлӑва хутшӑнчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчи ҫак культурӑна тӗпчекен лабораторинче пулса курчӗ.

Чӑваш Ен - хӑмла ӳстерекен тӗп регион шутланать. Пирӗн ҫӗршывра ҫак культурӑн ҫуррине шӑпах пирӗн республикӑра туса илеҫҫӗ. Чӑвашсем  ӑна мӗн ӗлӗкрен ҫитӗнтернӗ, ҫавӑнпа "симӗс ылтӑн" халӑх культурин пӗр пайӗ пулса тӑнӑ. Хӑмла пахчисене ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратни пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Ҫакна валли паян пӗтӗм май пур. Хӑмла туса илессине аталантарма  2030-мӗш ҫулччен пӑхса хунӑ агропромышленность комлексӗн стратегийӗ тата регионти ятарлӑ проект пулӑшмалла. Унпа килӗшӳллӗн хӑмла ӳстерекен хуҫалӑхсем валли субсидисемпе грантсем пӑхса хунӑ. Сергей Артамонов премьер-министр палӑртнӑ тӑрӑх, чӑвашри хӑмла сорчӗсем хӑйнеевӗрлӗ, тӗнчипе те чи лайӑххисен шутне кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне "симӗс ылтӑн" лаптӑкӗ, ҫак культурӑпа ӗҫлекен хуҫалӑхсен йышӗ ӳснине каларӗ вӑл. "Раҫҫей симӗс ылтӑнӗ" фестивале пӗрремӗш хут ирттернӗ чухне хӑмла ҫитӗнтерекен 8 хуҫалӑх пулнӑ пулсан, халӗ вара - 10. Ҫакӑнта Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнчӗ ӗҫлекен компетенци центрӗн пӗлтерӗшӗ те пысӑк. Лабораторире хӑмлан ҫӗнӗ сорчӗсене ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫак культурӑна чир-чӗртен сыхламалли майсене тишкереҫҫӗ. Кун пек лаборатори ҫӗршывӗпе те пӗрре. Ӑна пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ. Кунта ҫулталӑкне 50 пин таран хунав ҫитӗнтӗрме пулать. Паянхи кун центрта хӑмлан 9 сортне кӑларассипе ӗҫлеҫҫӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ отрасле аталантармалли майсем малашне анлӑлансах пырассине каларӗ.  

Оксана Лут "симӗс ылтӑн" пахчинче те пулса курчӗ. Республикӑри чи пысӑк лаптӑк Вӑрнар тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Округра "Балтика" компанипе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ. Раҫҫейри сӑра вӗретекен пӗрлешӳ 22 гектар хӑмла пахчи туяннӑ. 18-шӗнчен - тухӑҫ илеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата 38 гектар ҫӗр ӗҫе кӗртнӗ. Ҫапла ҫулталӑк вӗҫне кунта хӑмла лаптӑкне 60 гектара ҫитерме палӑртнӑ. Раҫҫей ял хуҫалӑх министрне сӑра вӗретекен йӑлапа паллаштарчӗҫ.

 

Диана Иванова, Николай Скворцов