Унччен Тутарстанри пысӑк корпораци КАМАЗӑн мостне Германирен турттарса килнӗ. Анчах та санкцисем ҫак ӗҫре йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Чӑрмава сирес тӗллевпе Мускаври Бауман ячӗпе хисепленекен патшалӑх университетӗнчи специалистсем автомашин пайӗ валли конструктор документацине хатӗрлесе панӑ. Пӗрремӗш опытлӑ хатӗре вара пирӗн республикӑри завод шӑратса кӑларнӑ. Продукцие пӗтӗмпех хамӑр ҫӗршывӑн технологийӗсене тӗп хурса хатӗрленӗ. Мӗн пур ӗҫе тума рабочисене ҫур ҫул кирлӗ пулнӑ. Кӳршӗ регионти предприяти пирӗн заводран ахальтен мар пулӑшу ыйтнӑ. Шупашкарти Вӑйӑмлӑ агрегатсен завочӗ Раҫҫейре кӑларакан техника валли конструкци пайӗсемпе тивӗҫтерекен пӗрлешӳсенчен пӗри шутланать. Паянхи куна ҫӗршыври темиҫе предприятипе пӗрлехи проектсем пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ. Автомашин пайӗсене Елабугӑри, Брянскри, Питӗрти тата ытти автомобильпе трактор кӑларакан заводсене ӑсатаҫҫӗ. Инженерсем модульлӗ пайсем кӑларнӑран, вӗсем тӗрлӗ техникӑна каяҫҫӗ. Заводра кӑларнӑ компонентсене паян погрузчикрен пуҫласа ял хуҫалӑх техники таранах усӑ кураҫҫӗ.
"КАМАЗ" валли шутласа кӑларнӑ тандемлӑ моста вара вӑрман хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли йывӑр тиевлӗ техникӑна пухнӑ ҫӗрте кирлӗ пулӗ. Продукци нумаях пулмасть пирвайхи тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Халӗ ӑна Тутарстана ӑсатнӑ. Ҫӗнӗ хатӗре малалла специалистсем ӗҫре тӗрӗслесе пӑхӗҫ. Опыт ӑнӑҫлӑ пулсан ӑна конвеер йӗркипе кӑларма тытӑнӗҫ. Ҫавна май заводра халӗ производство майӗсене анлӑлатаҫҫӗ.
Леонид Петров, Игорь Ульянов