Хальхи паттӑрсене халалласа

Вӑрнарта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксене тата ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ паттӑрсене халалласа бокс турнирӗ иртрӗ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ 100 яхӑн спортсмен Вӑрнар округӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшрӗҫ.  

Ӑмӑрту "Рассвет" спорт комплексӗнче иртрӗ. Боксерсем мала тухассишӗн 4 ушкӑнра тупӑшрӗҫ. Икӗ куна пынӑ турнирӑн малтанхи кунӗнче 3-мӗш вырӑнсемшӗн вӑй виҫрӗҫ. Тепӗр кун вара финалти хӗрӳ ӑмӑрту пулчӗ. Чи пысӑк команда  - кил хуҫисен. Унти 16 спортсменран 11-шӗ финала тухма пултарчӗҫ. 4-шӗ вара ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗ. Вӗсен йышӑнче Марат Васильев та. Вӑл 13-14 ҫулти каччӑсем хушшинче 50 килоллӑ виҫе категорийӗнче чи вӑйли пулчӗ. Спортсмен хӑйӗн ҫӗнтерӗвне ятарлӑ ҫар операцинчи тӑванне халалларӗ. Пурӗ вара турнирта наградӑсене 26 номинацире выляттарчӗҫ.

 

Оксана Верликова, Вячеслав Ильин