Халӑхӑн пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси иккӗленӳсӗр

Вӑрмарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта харӑсах икӗ уйрӑм уҫӑлчӗ. Ҫакӑ уйрӑмах унта пурӑнакан ваттисен тата ача-пӑчаллӑ ҫемьесен кулленхи ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫе ҫӑмӑллатӗ.

"Нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрне" тата "Манӑн социаллӑ центра" уҫма Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лариса Арсентьева килнӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, ӑшпиллӗ Хӗл Мучипе Юрпике вӗсене кайӑк-кӗшӗк валли малтанах хатӗрлесе хунӑ сырӑшсене турат ҫине ҫакма сӗнчӗҫ. Ҫурта кӗрсен хӑтлӑхпа тӗрлӗ меллӗх савӑнтарчӗ. Килен-каяна йышӑнмалли, кӗтсе лармалли пӳлӗмсем, компьютер класӗ, ӑсталӑх сехечӗ ирттермелли тата ытти залсем - йӑлтах ҫӳллӗ шайра. Медиа-тӗпелти "Ӑнӑҫу лаҫҫи" клубӑн черетлӗ ларӑвӗнче ачасем хальхи хатӗрсемпе усӑ курса физика пулӑмӗсемпе паллашрӗҫ. Ку проект юпа уйӑхӗнченпе ӗҫлет, ӑна 12-15 ҫулти шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗ валли уҫнӑ. Ӑсталӑх сехечӗсем ҫемье хаклӑхӗсемпе халӑхра ҫирӗпленнӗ йӑли-йӗркене тытса пыма хӑнӑхтараҫҫӗ. Сывлӑхлӑ та телейлӗ амӑшӗ пулма вӗрентекен калаҫусем ирттерни те усӑллӑ.

"Манӑн социаллӑ центр" уҫӑлни ку тӑрӑхра пурӑнакан ваттисемшӗн, ветерансемшӗн питӗ меллӗ. Аслӑ ӳсӗмрисем кунта пушӑ вӑхӑта тулли ирттереҫҫӗ. Компьютер класӗнче, сӑмахран, патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан портала кӗме, социаллӑ сетьсемпе усӑ курма хӑнӑхаҫҫӗ. Ӑсталӑх сехечӗсем ирттермелли зала ҫӳрекенсем тӗрлӗ ал ӗҫӗ тума вӗреннишӗн кӑмӑллӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшма май пулни те савӑнтарать вӗсене.

Икӗ ҫӗнӗ центр та малашне ку тӑрӑхри халӑхӑн пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси иккӗленӳсӗр.

 

Марина Карягина