Вӗсен тӗллевӗ - влаҫ органӗсен тата ведомствӑсен ӗҫ пахалӑхне ӳстересси, халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси. Тӳресем патшалӑх служащисен 7, муниципалитетсенче ӗҫлекенсен 18 проектне хакланӑ. Вӑл шутра трактор-комбайнсен юсавлӑхне пӑхса тӑрассине лайӑхлатасси, саккунсӑр ӗҫлессине хирӗҫ кӗрешесси, туризма аталантарасси. Ҫавӑн пекех ял-хулана тирпей-илем кӗртес ыйту та чылайӑшне кӑсӑклантарать. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, "Чи лайӑх патшалӑх служащи" ята Сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Олеся Игнатьева ҫӗнсе илчӗ. Унӑн проекчӗ фельдшерпа-акушер пункчӗсене эмельсемпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. 2 мӗш вырӑна Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ЗАГС пайӗн консультанчӗ Наталия Нанакова йышӑнчӗ.
Конкурса хутшӑнни служащисене хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртме тата опыт пухма пулӑшать. Культура министерствинче ӗҫлекен Илья Сафонов хӑйне ӑсталӑх конкурсӗнче пӗрремӗш хут тӗрӗсленӗ, культура эткерлӗхне упрассипе ҫыхӑнна проект хатӗрленӗ.
Муниципалитет тытӑмӗнче ӗҫлекенсем те конкурсра хастарлӑх кӑтартнӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи Мӑн Шетмӗ территори уйрӑмӗн ертӳҫи Галина Иванова хӑйӗн проекчӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. "Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ" ята вара Шупашкар округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Антонова тивӗҫрӗ. Вӑл йывӑрлӑха лекнӗ ҫамрӑксемпе ӗҫлесси ҫинчен калакан проект ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ.
Диана Иванова, Виктор Степанов