Халӑх пуҫарӑвӗн программине республикӑра 2017 ҫултанпа пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна регион хыснинчен пин те 487 проект валли укҫа уйӑрнӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса ҫитес ҫул та ял таврашне хӑтлӑх кӳрес текенсенчен заявкӑсене малашне ҫӗнӗ йӗркепе йышӑнма пуҫлӗҫ.
Халӑх пуҫарӑвӗн программине кӗртекен улшӑнусем пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов шӑматкунхи кӑларӑмра каласа кӑтартӗ
Интервью «Россия 1» телеканал эфирӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 8 сехет те 20 минутра пулать.