Ҫак вырӑнта малтан 1746 ҫулта туса лартнӑ йывӑҫ чиркӳ пулнӑ, 1915 ҫулта кунта кирпӗчрен купаласа ҫӗнӗ чиркӳ хӑпартнӑ. Чиркӳ настоятелӗ Валерий Андреев протоиерей 54 ҫул Турра парӑнса ӗҫлет, вӑл республикӑри чи хисеплӗ священниксенчен пӗри. Турӑ Амӑшӗн Хусанта тупӑннӑ таса сӑнӗн кунне халӑх мӗн авалтан хисеплесе паллӑ тӑвать. Ахальтен мар, тунтикуна пӑхмасӑр, Алькешри чиркӗве халӑх лӑк туллиех пухӑнчӗ. Ҫак уяв 1579 ҫулта Хусанта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннӑ. Унта вӑл вӑхӑтра пӗр енче вырӑссем, тепӗр енче тутарсем пурӑннӑ. Вӑйлӑ пушар вӑхӑтӗнче вырӑссен ҫурчӗсем ҫунса кайнӑ, тутарсен вара сыхланса юлнӑ. Вара тутарсем вырӑссенчен сирӗн Турӑ ӑҫта, мӗншӗн сире пулӑшмарӗ тесе кулма пуҫлаҫҫӗ.
Пушар хыҫҫӑн Матрона ятлӑ хӗрачана темиҫе хутчен те Турӑ Амӑшӗ тӗлӗкре курӑннӑ, вӑл хӑйӗн турӑшӗ ӑҫта выртнине систернӗ, ӑна тупма ыйтнӑ. Хӗрачан амӑшӗ ҫакӑн пирки священниксене пӗлтернӗ. Архиерей ертсе пынипе Матронӑна тӗлӗкре кӑтартнӑ пекех, пушар пулнӑ вырӑнта чӑнах та Турӑ Амӑшӗн таса сӑнне тупнӑ. Турӑша чиркӗве илсе кайнӑ вӑхӑтра ҫул ҫинче тӗлӗнтермӗшсем пулнӑ: чирлӗ ҫынсем сывалнӑ. Кайран та ҫак турӑш нумай хӑват кӑтартма пуҫланӑ. Кун пирки мӗнпур таврана хыпар сарӑлнӑ. Ҫапла майпа пысӑк инкек хыҫҫӑн Турӑ ячӗ тата ытларах аслӑланнӑ.
Кӗлӗ вӗҫленсен пухӑннисем пурте Турӑ Амӑшне мухтаса юрласа чиркӳ тавра утса тухрӗҫ. Ун хыҫҫӑн Савватий митрополит халӑх умне тухса калаҫрӗ, пурне те престол уявӗпе саламласа пил сӑмахӗсем каларӗ.
Роза Деменцова, Зинаида Паршагина, Людмила Каяхова