Халӑх чӗринче ҫуралнӑ юрӑсене ҫитес ӑрусемшӗн ҫӗкленӗскер

"Ухтер мучи" теҫҫӗ ӑна астӑвакансем. Геннадий Терентьевӑн ячӗ чӑваш культурине актёр пек кӑна мар, режиссёр, драматург, куҫаруҫӑ пек кӗрсе юлнӑ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май, вӑл ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ.

Ухтер мучипе ун юррисене ытараймасӑр тӗлпулӑва килнӗ вӑйҫӑсем хуткупӑсӗсене ӑмӑртмалла  тӑсрӗҫ. Халӑх чӗринчен тертлӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ юрӑсене чӑваш Орфейӗ ҫитес ӑрусемшӗн ҫӗклерӗ. Геннадий Терентьев калӑпланӑ 200-е яхӑн сӑнар та куракан асӗнчен тухман-ха. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ырӑ йӑли, пиртен уйрӑлса кайнӑ пысӑк ӑстасене асӑнса пурӑнасси, хӑйех мухтава тивӗҫ.
Тӗлпулӑва тӗрлӗ ӳсӗмри куракан пухӑннӑ. Геннадий Терентьевичпа пӗрле ӗҫленисен асилсе каласа памалли нумай, театр ӳнерне юратакан ҫамрӑксен вӗсем пек пулас килет.

Геннадий Терентьевӑн чи пысӑк сӑнарӗсем - "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ" спектакльти Илья Ульянов, "Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл", "Ҫиҫӗм хыҫҫӑн аслати" спектакльсенчи Иван Яковлев теҫҫӗ. Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премине илесси те маҫтӑр пиҫсе ҫитнӗ тапхӑрпа ҫыхӑннӑ.

Асӑну каҫне Геннадий Терентьевӑн хӗрӗсем те, мӑшӑрӗ те килнӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне театр сцени ҫинчех тупса 49 ҫул юнашар утнӑ. "Питӗ ӗҫченччӗ вӑл, тата пӗрмай вулатчӗ, асра лайӑххи анчах юлнӑ", - тет Елена Константиновна.

Геннадий Терентьевич ҫавӑн пекех кинодубляж ӑсти, радио тата телеспектакльсен маҫтӑрӗ, 10 ытла пьеса авторӗ, тӑван Тӑвайри халӑх театрӗн режиссёрӗ - ӳркенмесен, этемӗн пултарулӑхӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр иккен.

Геннадий Терентьев нихҫан та тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑну татман. Ҫакна пархатарлӑ ентешӗсем те палӑртрӗҫ. Енӗш Нӑрвашри халӑх театрӗ асӑну каҫне вӑл юратнӑ юрӑсемпе илем кӳчӗ.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов