Ку тупӑшӑва 6-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Кӑҫалхи тӗл пулӑва 200 яхӑн ҫын хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Малтанах вӗсем 2 ҫул каялла ҫак ӑмӑрту вӑхӑтӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ Андрей Фомина аса илчӗҫ. Тупӑшӑва уҫнӑ хыҫҫӑн ишевҫӗсем Атӑлӑн сулахай енне каҫрӗҫ. Старт "Буревестник" лагерь пляжӗнчен пулчӗ. Тӳррен дистанци - 2 пин те 200 метр. "Чебсвим" рекордсменӗсем хальлӗхе Шупашкарти Артур Димитриевпа Ольга Сусметова шутланаҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсен кӑтартӑвне лайӑхлатакансем пулмарӗҫ. Пӗрремӗшӗ вара финиша Мускаври мӑшӑр - Алексейпа Дорида Боровлевсем ҫитрӗҫ. Кӑҫалтан йӗркелӳҫӗсем абсолютлӑ ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнипе пӗрлех тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнра мала тухнисене чысларӗҫ. 60 - 69 ҫултисем хушшинче пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине пирӗн ӗҫтеш Вячеслав Ильин хӑпарма пултарчӗ. Унӑн вӑхӑчӗ 42 минут та 45 ҫеккунт. Удмурт республикинчи Любовь Корсукова вара спорта парӑннӑшӑн ятарлӑ парнене тивӗҫрӗ. 74 ҫулти атлет 1 сехет те 27 минутра Атӑл урлӑ ишсе каҫрӗ. Аслӑ юханшыва парӑнтарнисем пурте хӑйсене иккӗленмесӗрех ҫӗнтерӳҫӗсем теме пултараҫҫӗ.
Владимир Тимофеев, Вячеслав Ильин