Етӗрне тӑрӑхӗнчи хастарсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тунӑ хӳтӗлев чиккин историне упраса хӑварас тесе тӑрӑшаҫҫӗ

Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунӑранпа 83 ҫул ҫитрӗ. Ҫавах та халӑх паттӑрлӑхӗ вилӗмсӗр. Тыл ӗҫченӗсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ май халӗ те чылай ҫӗнӗлӗх пӗлетпӗр. Окопсен таврашӗнче вара тӗпчемелли пайтах. Нумай пулмасть, Етӗрне тӑрӑхӗнчи Беловсен ҫемйи Сӑр шывӗ хӗрринче пулемёт шӑтӑкӗн упранса юлнӑ бетон пайне тупнӑ.

Сӑр шывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Пӗрремӗш Выҫҫӑлккӑра историпе культура центрӗ тӑвакан Леонид Белов ку тӑрӑхра чылай ырӑ ӗҫпе палӑрнӑ. Пӗртӑван Таланцевсем пурӑннӑ ҫӗр ҫинче хӑйӗн хуҫалӑхне йӗркеленӗ май мухтавлӑ ентешӗсен эткерлӗхне упраса халӑхра сарассинче те нумай тӑрӑшать вӑл. 2020-мӗш ҫулта Леонид Николаевич Сӑр хӳтӗлев чиккине тунисене асӑнса ку тӑрӑхра палӑк лартма шут тытнӑ. Кун пирки ӑна окоп чавнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ ватӑсем ыйтнӑ. Анчах та, ҫак ӗҫ тӗрлӗ чӑрмава пула тӑсӑлса кайнӑ. Ҫӗнӗ ҫулхи Раштав ҫути вара ҫемьене тӗлӗнмелле хыпар илсе ҫитернӗ.

Арҫынсем хуҫалӑхран инҫех мар вырнаҫнӑ Сӑр енчи ҫыранлӑха ҫул тытнӑ. Вӑрманланма пуҫланӑ вӗтлӗхлӗ вырӑнта, паянчченех упранса юлнӑ окопсемпе юнашар вӗсем пулеметран пемелли чавса тунӑ ҫӗр пӳрт вырӑнне палӑртнӑ. Ун ҫийӗн пулнӑ бетонлӑ калпак палӑк пекех курӑннӑ.

Ҫийӗнчех тенӗ пек ку вырӑна ятарлӑ тепчев ушкӑнӗ те ҫитнӗ. Вӗсем арҫынсен шухӑшне ҫирӗплетсе кунта чӑннипех те пулемётран пемелли шӑтӑк пулнине палӑртнӑ.

Ҫар хатӗрне ҫӗр ӑшӗнчен кӑларса ҫыранран хӑпартасси ҫӑмӑл пулман. Беловсем ӑна талӑкӗ-талӑкӗпех темиҫе эрне сӗтӗрнӗ. Бетон калпака Беловсем Пӗрремӗш Выҫҫӑлккӑри сӑртлӑ вырӑна килсе хунӑ. Ҫак ҫӳллӗ ҫыранран Сӑр шывӗпе аякри Кӑрмӑш та лайӑх курӑнать. Кунтах, тӑрӑшсан, асӑну вырӑнӗ те тума пулать.

70 урлӑ каҫнӑ Леонид Николаевич ҫак ӗҫре вырӑнти пуҫлӑхсемпе пӗрлех Республика Правительстви те хутшӑнасса шанать. Сӑр тӑрӑхӗнче тыл паттӑрӗсене асӑнса тивӗҫлӗ палӑк пулмаллах, тет. Унпа пӗрлех 83 ҫул каялла тунӑ хӳтӗлев чиккине те ытларах тимлӗх тумаллине калать. Ку тӑрӑхра хальлӗхе ҫакӑн евӗр икӗ бетон калпак ҫеҫ тупнӑ.

 

Алексей Енейкин, Святослав Петров