Ӗмӗтсем пурнӑҫланакан асамлӑ вӑхӑт

Ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлакан ҫӗршыври акци малалла пырать. Хӗл Мучине пулӑшакансен йышӗнче Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров пулчӗ.

Николай Владимиров асамлӑ акцине Мускавра, Федераци Канашӗнче хутшӑнчӗ. Унта ӑна Кӳкеҫре пурӑнакан 3 ҫулти Тимур Павловӑн ӗмӗчӗ лекрӗ. Николай Николаевич парнене тӳрех Чӑваш Ене ҫитерме шантарчӗ.

Тимур патне вӑл пӗччен мар, Хӗл Мучипе тата Юр пикепе пӗрле ҫитрӗ. Асамҫӑсем валли арҫын ача сӑвӑ хатӗрленӗ.

Тимур ҫуллахи вӑхӑтра урамра ярӑнмалли электромобиль пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн унӑн шухӑшӗ пурнӑҫланчӗ те. Ҫакӑ ҫемьешӗн чӑн-чӑн асамлӑх пулчӗ.

Тимур та хӑнасене парнесемпе савӑнтарчӗ. Арҫын ача ӳкерчӗксем хатӗрленӗ. "Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ" акцине вара кашни кӑмӑл тӑвакан хутшӑнса хӑйне асамҫӑ вырӑнӗнче туйса курма пултарать.

 

Оксана Верликова, Виктор Степанов