Евгений Вахтангов никӗсленӗ, Борис Щукин ячӗпе хисепленекен театр институтне чӑваш ачисене тӗллевлӗн ярса вӗрентни хальччен пулманччӗ-ха: унччен пирӗн артистсем тӗп хулари ГИТИС-ран, Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ шкулӗнчен, Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе таврӑннӑ. Темиҫе конкурс витӗр кӑларса суйласа илнӗ пултаруллӑ 6 ҫамрӑк хӑйне калама ҫук телейлӗ туять. Тепӗр тӑватӑ ҫултан вӗсем республика сцени ҫине чӑвашла лартнӑ диплом спектаклӗпе тӑван ӳнершӗн хавхаланса ӗҫлеме таврӑнӗҫ.
"Кӑҫал пирӗн института кӗрес текенсем яланхиллех йышлӑ пулчӗҫ, пӗр вырӑншӑн тӑватҫӗрӗн тупӑшрӗҫ", - каласа парать аслӑ шкулӑн ректорӗ Евгений Князев Чӑваш Енрен килнӗ хӑнасене кунти пурнӑҫпа паллаштарнӑ май. Студентсене Раҫҫей ӳнерӗн чысӗпе чапӗ пулса тӑнӑ мухтавлӑ педагогсем пӗлӳ параҫҫӗ. Кунтан вӗренсе тухнӑ актёрсем ҫӗршывӗпе палӑрнӑ. Ҫак сцена ҫинче темиҫе ӑру хӑйсен диплом спектаклӗсене хатӗрлесе кӑларнӑ. Пирӗн 4 хӗрпе 2 каччӑ та иртен пуҫласа ҫӗрлеччен тӳсӗмлӗн мӗнпур йывӑрлӑх витӗр тухма хатӗр.
Пулас артистсем тӳлевсӗр вӗренеҫҫӗ, тӗрлӗ тӑкака пирӗн театр хӑй ҫине илет. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе институт ректорӗ тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗ виҫӗ енлӗ килӗшӳ ҫине алӑ пусрӗҫ. Хӗрсемпе каччӑсем тӑван театра таврӑнса унта пилӗк ҫултан кая мар ӗҫлессе те килӗшӳпе ҫирӗплетрӗҫ. Олег Николаев вӗсене хваттерпе тивӗҫтерме шантарчӗ.
Институт ректорӗ пирӗн республика Пуҫлӑхӗ халӑх пуласлӑхӗшӗн, театр ӳнерӗн малашӗшӗн ҫак таран тӑрӑшнишӗн тӗлӗнсе савӑннине палӑртрӗ. "Гарсиа Лорка калашле, театр нацие питӗ кӗске хушӑра калама ҫук ҫӳле ҫӗклесе яма пултарать. Ҫак ҫамрӑксем ҫунатланччӑр тесе эсир йӑлтах турӑр, ытти пӗтӗмпех хӑйсенчен килет" - терӗ Евгений Князев. Ӑшпиллӗ калаҫу вӑхӑтӗнче ӳлӗм шкул театрӗсен ӗҫне пӗрле аталантарма, ачасемпе ӳнер пуласлӑхӗшӗн ӗҫлекен студи ертӳҫисене кунти магистратурӑра вӗрентсе кӑларма май тупӑнасси палӑрчӗ. Килес ҫул чӑваш студенчӗсен ушкӑнӗ валли тепӗр ултӑ пултаруллӑ ҫамрӑка суйласа илӗҫ.
Марина Карягина