Ҫын пурнӑҫне ҫӑласси - вӗсен тӗп тивӗҫӗ

Тӗрлӗ пӑтӑрмахра кӑна мар, ыркӑмӑллӑ акцисенче те малтисен ретӗнче.  Хӑйсен професси кунӗ ҫывхарнине халалласа Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствинче ӗҫлекенсем юн парассипе пуҫарнӑ ырӑ ӗҫе хутшӑнчӗҫ. 

Ведомствӑри 30 ытла специалист, ҫав шутра ертӳҫӗсем, ир-ирех республикӑри юн илмелли станцире пухӑнчӗҫ. Пурӗ ҫӑлавҫӑсем 15 литра яхӑн юн пачӗҫ. Унӑн компоненчӗсем йывӑр чирлӗ пациентсене сиплеме питӗ кирлӗ. Кашни донор малтанах медицина тӗрӗслевӗ тухрӗ, хӑйӗн сывлӑхӗ пирки анкета тултарчӗ. Ҫӑлавҫӑсен йышӗнче хисеплӗ донорсем те пур.


Надежда Алесандрова