"Кашкӑр йӑви" канупа сунар комплексӗнче 4-мӗш хут тӗрлӗ тӑрӑхри ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли пуху иртрӗ. Хальхинче ӑна Чӑваш Енри кӗрешӳ спорчӗн аксакалӗсене Иван Григорьевпа Сергей Корнилаев чемпионсене халалларӗҫ. Республикӑри тӗрлӗ ӳсӗмри шӑпӑрлансем 10 кун уҫӑ сывлӑшра тӗрлӗ хӑнӑхтару туса сывлӑхне ҫирӗплетрӗҫ, кавир ҫинче вӑй виҫсе кӗрешрӗҫ. Тӗлпулӑва пӗтӗмлетекен турнирта вара ачасем хӑйсен пултарулӑхне туллин кӑтартрӗҫ. Малтанах ҫамрӑксем "Марш-бросок" ӑмӑртӑвӗнче вӑй виҫрӗҫ. Хир тӑрӑх чупса, унтан кӳлӗ урлӑ утса, ишсе каҫса ачасем тӗрлӗ чӑрмава парӑнтарчӗҫ. Ачасемпе пӗрле йывӑр дистанцие ҫар операцийӗн салтакӗ Дмитрий Бомонин чупрӗ. Пулас салтаксене хӑй тӗслӗхӗпе хавхалантарса финиш енне талпӑнтарчӗ. Чӑрмавлӑ ҫул ҫинче шӑпӑрлансен электронлӑ пӑшалтан тӗл персе юханшыв урлӑ та каҫма тиврӗ. Кам пӗрене, кам вӗрен тӑрӑх туртӑнса шыв-шура парӑнтарчӗҫ. Унтан ачасем ывӑннине пӑхмасӑр явӑнакан тӗтӗм-сӗрӗм витӗр тухса ҫыран хӗрринчи сӑрт ҫине чупса хӑпарчӗҫ. Унта вара вӗсене паллӑ спортсменсемпе черетлӗ тупӑшу кӗтрӗ.
Сумлӑ спортсменсен ырӑ сӑмахӗсемпе хавхаланса 7-рен пуҫласа 13 ҫул таранхи ачасем кӗрешес енӗпе тупӑшрӗҫ. Парнесене 8 виҫе категорийӗнче пайларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене яланхи пекех кубоксемпе, тав хучӗсемпе чысларӗҫ, асра юлмалӑх парнесем пачӗҫ. Куҫса ҫӳрекен тӗп кубок вара кӑҫал та елчӗксенчех юлчӗ.
Ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн ҫирӗп пулса ӳсме хавхалантаракан ӑмӑртусене кунта халӗ кашни ҫулах ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Алексей Енейкин