Кӑҫал регион тӑрӑх 2 пин те 500 ытла ача ҫула тухӗ. 5-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗш классченхи вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра малта пыракан хастарсен канӑвне йӗркелемелли турӑн 90 процентне республика бюджетӗнчен саплаштараҫҫӗ. 10 процентне - ку вӑл 695 тенкӗ - ашшӗ-амӑшӗ тӳлет. Иртнӗ 3 ҫулта 9 пин ытла ача республика тӑрӑх курса ҫӳренӗ. Ҫак хушӑра "Ясна" этнокомплекс ачасен юратнӑ вырӑнӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫитӗнӗвӗсене кура темиҫе хут та программӑна хутшӑннӑ.
Этнокомплекс хӑнисем валли 3 тӗрлӗ программа хатӗрленӗ: Ишек сукмакӗпе, 100 пин юрӑ ҫӗршывӗ, 100 пин тӗрӗ ҫӗршывӗ. Кашниех пуян та кӑсӑклӑ. Ӑсталӑх урокӗсем, вӑйӑ картинчи ташӑ-юрӑ, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем, чӑвашсен авалхи кун-ҫулӗ, пурнӑҫ йӗркипе паллаштаракан калаҫусем, экскурсисем. Ишек сукмакӗ, сӑмахран, ачасене Кӑшавӑш ялӗ таран илсе ҫитерсе чӗкеҫсем иленнӗ вырӑнпа паллаштарать. Ал ӗҫне хӑнӑхтаракан ӑста пӳлӗмне те хаваспах ҫӳреҫҫӗ ачасем. Хӑйсем ҫыхнӑ-тӗрленӗ япаласене асӑнмалӑх пӗрле илсе каяҫҫӗ.
Шкул туризмӗн тепӗр лайӑх енӗ - ачасем программӑна пуҫӗпех путни. Вӗсен телефонра ларма вӑхӑчӗ те, кӑмӑлӗ те ҫук. Этнокомплексра вара интернет та ӗҫлемест. Талӑк ҫурӑлӑх ҫӳлҫӳреврен хастарсем хавхаланса, ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевпе таврӑнаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енри 300 ытла ача программӑна хутшӑннӑ. Ҫул ҫӳревсем кӗркуннечченех пырӗҫ.
Алиса Александрова, Святослав Петров