Ҫул-йӗр инспекцийӗ пурне те яваплӑх пирки аса илтерет

Республикӑри ҫулсем ҫинче ачасемпе ҫыхӑннӑ инкек-тавраш шучӗ ҫав-ҫавах пысӑк шайра. Кун пирки журналистсене регионти патшалӑх автоинспекцийӗн ертӳҫи Владимир Романов пӗлтерчӗ.

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш енри ҫулсем ҫинче 319 авари пулнӑ. Вӗсенче 42 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 370-ӗн аманнӑ. Инкексен 73 проценчӗ хуласемпе ялсенче пулнӑ. Федераци ҫулӗсем ҫинче вара пӑтӑрмахсен шучӗ чакнине палӑртмалла. Аварисенче вилнисен йышӗнче 14-шӗ ҫуран ҫӳрекенсем пулнӑ. Синкер пулӑмсене час-часах ачасем те ҫакланаҫҫӗ. Ҫулталӑкӑн пӗрремӗш ҫурринче ҫул ҫитменнисемпе ҫыхӑннӑ 51 аварие шута илнӗ. Шел пулин те, вӗсенче вилмеллех аманни те пур. Пӗтӗмпе 56 ача суранланнӑ. Нумайӑшӗ ҫул урлӑ каҫнӑ чух тимлӗ мар. Велосипедпа асӑрханмасӑр ҫӳрени те инкек патне илсе пырать.

Ашшӗ-амӑшӗ кӑштах тимлӗрех пулсан ачасемпе ҫыхӑннӑ инкексем пулмасан та пултарнӑ. Ҫавӑнпа та ҫул-йӗр инспекцийӗ пурне те ҫак яваплӑх пирки аса илтерет. Умра шкул ачисен тепӗр уйӑх ытла каникул. Нумайӑшӗ ялсенчен таврӑнса велосипедсемпе, мотоциклсемпе ярӑнса юлас теҫҫӗ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан та вӗҫкӗнсем ҫул ҫитменнине пӑхмасӑр шкулсемпе колледжсене е техникумсене тимӗр утпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек чӑрсӑр ачасене вӑхӑтра палӑртас тесен шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗн те, вӗрентекенсен те сыхӑ пулмалла. Йӗркене пӑхӑнман ҫамрӑксене тимлес тӗлӗшпе халӗ ялсенчи старостӑсене те асӑрхаттарнӑ. Ҫитӗнекен ӑру умӗнче пурте пӗрле яваплӑрах пулсан ачасемпе ҫыхӑннӑ инкексен шучӗ те сахалланса пырӗ.

 

Алексей Енейкин, Святослав Петров