Ҫул пулсассӑн, шкул пулсассӑн ял пурӑнать

Республикӑра пурӑнакансен пурнӑҫ майӗсене тивӗҫлӗ шая ҫитерме тӗрлӗ программа пулӑшать. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи ҫӗнелекен ялсене регион ертӳҫи Олег Николаев ҫитсе курчӗ. 

Кукашни ялӗнчи шкул патне илсе ҫитерекен малтанхи ҫул пирки ыйтсан халӑх пӑшӑрхансан калаҫать. Строительсем юсава пикенессе вӗсем тахҫантанпа кӗтнӗ. Кӳршӗ ялсенчен Кукашни шкулне 150 ача вӗренме ҫӳрет. Ҫавӑнпа та такӑр та хӑрушлӑхсӑр ҫул тем пек кирлӗ пулнӑ ялта. Водительсем те строительсен ӗҫне лайӑх хак параҫҫӗ.

Пысӑк ӗҫ малалла пырать. Планра палӑртнине республикӑри ҫул-йӗр фончӗн тата вырӑнти бюджетӑн укҫипе тӑваҫҫӗ. Юпа уйӑхӗччен тротуар сармалла, ҫӗнӗ ҫул-йӗр паллисем лартмалла, ҫул хӗррине йывӑҫ-курӑкпа хӑтлӑх кӳмелле. Хуракасси ялӗнче те калӑпӑшлӑ юсав пырать. 1962-мӗш ҫулта тунӑ шкула тинех тӗпрен ҫӗнетме пикеннӗ.

Подрядчик объекта ачасем 3-мӗш чӗрӗк хыҫҫӑн каникула кайсан килсе кӗнӗ. Юсавӑн пӗтӗмӗшле хакӗ - 92 миллион тенке яхӑн. Ҫутӑ кӗртсе пӗтернӗпе пӗрех, сантехниксем те ӗҫе пикеннӗ. Паянхи куна мӗн-пур ӗҫӗн 45 процентне тунӑ. Шкулти специалистсем те, ашшӗ-амӑшӗпе ачасем те шкул улшӑнса пынине савӑнса сӑнаҫҫӗ.

Хуракасси шкулӗнче вӗренекенсене вӑхӑтлӑх Урхас Кушкӑра йышӑннӑ. Унти 500 ачалӑх пӗлӳ ҫуртӗнче пурне те вырӑн ҫитет. Тӑван шкулне вара чӳк уйӑхӗнче юсаса ҫитермелле. Ачасемпе тивӗҫлипе мӑнаҫланаҫҫӗ шкулта. Пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксене вӗрентес ӗҫе 6 ҫул каялла Аграри университечӗ те хутшӑннӑ.

Хальхи йышши шкул сӑн-сӑпачӗ епле пулассине шкулта ачасемпе, ашшӗ-амӑшӗпе канашласах тӑраҫҫӗ. Ҫитес ҫул вара вӗренӳ учрежденийӗн картишӗ те ҫӗнелӗ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров