Чире вӑхӑтра палӑртни пӗлтерӗшлӗ

Рак чирне хирӗҫ кӗрӗшмелли Пӗтӗм тӗнчери куна халалласа  республикӑри онкологи диспансерӗнче уҫӑ алӑк кунӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ - ҫак усал амак ыйтӑвӗсене ытларах тимлӗх уйӑрасси.

Пурнӑҫран уйрӑлнин тӗп сӑлтавсен хушшинче онкологи чирӗсем тӗнчере 2-мӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тухтӑрсем пациентсене ҫӑлса хӑварас тесе мӗн пултарнӑ таран тӑрӑшаҫҫӗ. Онкологсем хальхи технологисене алла илсех пыраҫҫӗ, сиплев ӗҫне те нумай ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ. Шыҫӑпа аптракан пациентсене, тӗслӗхрен, психологсем сӗнӳ-канашпа пулӑшаҫҫӗ. Ку практикӑна ҫӗршывра пирӗн республикӑра пӗрремӗш йӗркеленӗ.

Республикӑри онкологи диспансерӗнчи педагогсем, психологсем, логопедсем "Будем жить" Пӗтӗм Раҫҫейри премийӗн лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Сумлӑ наградӑпа ҫак кунсенче Кремльте иртнӗ уявра чысланӑ. "Чи лайӑх онколог" номинацире вара Сергей Прокопьев лауреат ятне тивӗҫнӗ. Вӑл клиника ертӳҫи пулнипе пӗрлех кунсерен операцисем те тӑвать. Ҫак ҫитӗнӳре пӗтӗм коллективӑн тӳпи пур, тет врач. Пӗлтӗр республикӑра рак чирӗн 4 пин те 500 тӗслӗхне тупса палӑртнӑ. Вӑл шутра ытларах ӳт, ӳпке, вар-хырӑм тата кӑкӑр шыҫҫисем. Пациентсен 60 проценчӗнне ҫак амака малтанхи тапхӑрта асӑрханӑ. Ку вара усал чиртен хӑтӑлас шанӑҫа ӳстерет.  

Онкологсем тухтӑр патӗнче тӗрӗсленсех тӑма, диспансеризаци тухма сӗнеҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшпе 15-мӗшӗнче вара диспансерта уҫӑ алӑк кунӗсем иртеҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Татьяна Иванова, Михаил Солин