Чӗрен пӗр тикӗс тапмалла. Ҫак орган пӗр минутра 5 литр юн уҫлать, пӗтӗм организма кислородпа тивӗҫтерет. Хӑшпӗр чухне вара чӗре кирлӗ пек ӗҫлеймест. Ҫакна аритми тесе калаҫҫӗ. Ҫӗнӗ хатӗр ку чире хальхилле сиплеме май парать.
Хатӗр электрофизиологи тытӑмӗ евӗр, ӑна хальхи йышши навигаципе ҫыхӑнтарнӑ. Операци пынӑ вӑхӑтра органӑн 3 енлӗ ӳкерчӗкне тӑваҫҫӗ. Ӗҫлекен чӗре ҫинче ультрасасӑ аппарачӗ тимленипе тухтӑр паталоги вырӑнне тупса сиплет. Пӗрремӗш 10 операцине Республикӑри кардиологи диспансерӗнче Новосибирскри специалистсем тимленипе ирттернӗ. Тӗп консультант Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗ Сергей Артеменко пулнӑ. Пур операци те ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Аритми инсульт патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑнпа та ӑна вӑхӑтра сиплени пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Диана Иванова, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов