Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ паян 101-мӗш пултарулӑх сезонне хупать

Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑра Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсем пулнине шута илсе артистсем "Поклонимся великим тем годам" программа хатӗрленӗ.

Пысӑк концерта юрӑҫӑсем те, ташӑҫӑсем те хутшӑнаҫҫӗ. Программӑра - пурте пӗлекен тата юратакан юрӑсем. Ҫавӑнпа вӗсене артистсемпе пӗрле юрлама май пулӗ. Сценари тӑрӑх вӑрҫӑ ветеранӗ мӑнукне хӑйӗн аса илӗвӗсемпе паллаштарать. Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вара юрӑ-ташӑ пулӑшать. Уяв каҫӗ хӑйне май ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетни пулӗ.

 

Надежда Александрова, Михаил Солин