Хӑнасене вӑйӑ картине те йыхравларӗҫ. "Университет сменине" аслӑ шкул ректорӗ Игорь Кожанов уҫрӗ. "Сире хамӑр патра йышӑнма пирӗншӗн чыс. Вӗренме килессе те кӗтетпӗр", - терӗ вӑл. Пухӑннисене вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров та саламларӗ. 10 кунта эсир Чӑваш Ен историйӗпе, культурипе паллашатӑр. Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттерме сунатӑп сире, терӗ. Смена уҫӑлнӑ кун ачасем республикӑн мухтавлӑ ҫыннисем пирки пӗлчӗҫ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн пуян историйӗпе паллашрӗҫ.
Ҫавӑн пекех хӑнасем университетри ӑсчахсемпе тӗл пулаҫҫӗ, ку е вӑл енпе хушма пӗлӳ илеҫҫӗ. Вӗренӳ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн шкул ачисене ятарлӑ сертификат парса чыслӗҫ. Сменӑна хутшӑнакансемпе опытлӑ вожатӑйсем ӗҫлеҫҫӗ.
Хӗрсемпе каччӑсемшӗн ҫак ҫулҫӳрев нумайлӑха асра юласса, тӑван тӑрӑха вӗсем ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа таврӑнасса шанаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Диана Иванова, Айсылу Ильясова