Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Виктор Родионов артистӑн асӑну каҫӗ иртрӗ  

Актёр, музыкант, диктор - кашни ӗҫне тивӗҫ ҫӳллӗшне ҫӗклесе пурнӑҫланӑ РСФСР тата Чӑваш халӑх артисчӗ Виктор Родионов. Шупашкарта халӗ унӑн ячӗллӗ урам та пур. Сцена ӑсти ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май, вӑл ӗҫленӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче асӑну каҫӗ иртрӗ.

Аслӑ ӑрурисем Виктор Родионов калӑпланӑ сӑнарсене аван астӑваҫҫӗ: ӑна пӗрре курсан, хӑватлӑ сассине илтсен нихҫан та манма май ҫук. Ҫут ҫанталӑк панӑ темле илӗртӳпе, уйрӑм асампа тыткӑнласа, куракана пӑхӑнтарса, ӗнентерӳллӗн вылятчӗ вӑл хӑйӗн ролӗсене, вырӑс ҫемйинче ҫуралса ӳссе чӑваш ӳнерӗшӗнех чӑвашла вӗреннӗскер. Хамӑр драматургсен пьесипе лартнӑ спектакльсене кӑна илер: Иван Яковлев сӑнарӗ - "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ" драмӑра, "Нарспире" - Тӑхтаман, "Тутимӗрте" - Чемей, "Телейпе Илемре" - Кӗслеҫӗ, "Пушар лашинче" - Иван.

Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ 350 ытла спектакльте пысӑк ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 11 ҫул Чӑваш телевиденийӗпе радио дикторӗнче ӗҫленӗ, чӑвашла куҫарнӑ фильмсене сасӑлантарнӑ. Юрӑ-кӗвӗ те ҫырнӑ. Пӗр ҫынра ҫавӑн чухлӗ маҫтӑрлӑх пулни чӑннипех тӗлӗнтерет.

62 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлнӑ сцена ӑсти. Иван Иванов Чӑваш халӑх артисчӗшӗн вӑл ӗҫтеш, аслӑ тус кӑна та мар, ӗмӗр тӑршшӗпе вӗрентекен. Ҫавӑнпах вӑл асӑну каҫне йӗркелес тивӗҫе хӑй ҫине илнӗ.
Пурнӑҫне тӗппипех чӑваш ӳнерне халалланӑ Виктор Родионов обществӑлла ӗҫе те хастар хутшӑннӑ. 30 ҫул республикӑри Театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи пулнӑ вӑл.

Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче театр Виктор Родионов  ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ асӑну каҫне ирттерме РСФСР халӑх артисчӗн тӑван хулине, Сӗнтӗрвӑррине, каять.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов