Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев юбилей паллӑ турӗ

Вӑл пӗр харӑсах актёр, режиссёр, сценограф, куҫаруҫӑ, инсценировкӑсен авторӗ, профессор - Мускаври театр институчӗн икӗ факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ пысӑк ӑстан хисеплӗ ячӗсене, пултарулӑх енӗсене асӑнса пӗтерме те ҫук. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче илемлӗх ертӳҫин, СССР халӑх артисчӗн Валерий Яковлевӑн  юбилей каҫӗ иртрӗ. 

60 ҫул ытла - Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче. Авалхи тӗнпе пурӑннӑ Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра пӗчӗкрен тӑван халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе юрри-ташшине ӑша илсе ҫитӗннӗ Валерий Яковлев ӳнерӗн асамлӑ тӗнчине 16 ҫултах ярса пуснӑ. Мускаври театр институтӗнче малтан актёра, унтан режиссёра вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк Шупашкара ҫӗнӗ варкӑш илсе килнӗ. Чӑваш театрӗн ренессансӗпе тӳр килнӗ ҫав тапхӑр. Паян та унӑн спектаклӗсенче - ачалӑхӗнчи ӳкерчӗксен ахрӑмӗ, тӑван йӑла-йӗрке илемне пурӑнтарас тени.

ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ Сергей Артамонов Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн саламлӑ ҫырӑвне вуласа пачӗ, вӑл Валерий Яковлева "Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Президенчӗ" сумлӑ вырӑн сӗннине пӗлтерчӗ, Чӑваш Республикин Хисеп Хучӗпе чысларӗ. Светлана Каликова культура министрӗ Валерий Яковлев сӗннипе Олег Николаев Пуҫлӑхпа канашласа ҫитес ҫул чӑваш ывӑл-хӗрне Мускаври Щукин ячӗллӗ театр институтне ярса вӗрентесси ҫинчен пӗлтерчӗ. "Ку Валерий Николаевич тӑван театр пуласлӑхӗшӗн ҫуннине, уншӑн ҫине тӑнине пӗлтерет" терӗ вӑл.

Театр ӳнерне чунӗпе парӑннӑ маҫтӑр, вӗри юнлӑ артист нумай сӑнара асра юлмалла витӗмлӗ вылянӑ, ҫӗр ытла спектакль лартнӑ. Унӑн ӗҫӗсем пурте тӑван халӑхӑн тӗнчекурӑмне, йӑли-йӗркин пӗлтерӗшӗпе хакне тӗплӗ пӗлнипе, этем чунне, пурнӑҫри лару-тӑрӑва психологилле тарӑн кӑтартнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Мускавра пӗрле вӗреннӗ, ӗмӗр тӑршшӗпе пӗр ҫулпа утнӑ ӗҫтешӗсем, савнӑ мӑшӑрӗ Нина Яковлева РСФСР халӑх артисчӗ - унӑн тӗрекӗ темелле. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен, "Ылтӑн маска" Раҫҫей наци театр премийӗн лауреачӗ ҫамрӑксенчен юлмасӑр ҫӗнӗ спектакльсем кӑларать, 1979-мӗш ҫултанпа театрӑн тӗп режиссёрӗнче, илемлӗх ертӳҫинче вӑй хурать. Тӗрлӗ уяв ячӗпе мӗн чухлӗ чаплӑ концерт лартнӑ, илемлӗ фильмсене чӑвашла куҫарас ӗҫе хутшӑннӑ, республика театрӗсем валли артистсем вӗрентсе хатӗрленӗ. Иксӗлми вӑй-хал парса тӑракан ҫӑлкуҫ - тӑван тӑрӑхӗ.

Уявӑн иккӗмӗш пайӗнче театр артисчӗсем Валерий Яковлев тӗрлӗ вӑхӑтра лартнӑ спектакльсенчи юрӑ-ташӑллӑ сыпӑксене кӑтартрӗҫ.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов, Андрей Шоклев