Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче хӗрлӗ дипломлӑ студентсене чысларӗҫ

Ҫак куна хастар та пултаруллӑ ҫамрӑксем нумайлӑха асра тытӗҫ. Савӑнӑҫлӑ церемоние Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хутшӑнчӗҫ.

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ 90 ҫул ытла ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрлет. Аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем  хамӑр республикӑра кӑна мар, унӑн тулашӗнче те ӗҫлеҫҫӗ. Халӗ университетра шӑпах йышӑну кампанийӗ пырать. Тӳлевсӗр вырӑнсен ытларах пайне йышӑннӑ та ӗнтӗ. Тӗллевлӗ квотӑпа та хастар усӑ кураҫҫӗ хӗрсемпе каччӑсем. Конкурс пысӑк - пӗр вырӑна 30 ҫын. Ҫакӑ ҫамрӑксем агропромышленность комплексӗпе кӑсӑкланнине ҫирӗплетет. Аслӑ шкулта та тарӑн пӗлӳ памалли майсене анлӑлатсах пыраҫҫӗ.

Аграри университечӗн студенчӗсем ҫулсерен тӗрлӗ конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Хӑнасене вӗсем хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗрентекенсем те пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ.

Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут тата Республика Пуҫлахӗ Олег Николаев аграри университетӗнчен лайӑх паллӑсемпе кӑна вӗренсе тухакан студентсене чысларӗҫ. Ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫамрӑксем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесен - малашлӑха шанма пулать, терӗҫ вӗсем.

 

Диана Иванова, Николай Скворцов