Чӑваш наци музейӗнче ятарлӑ ҫар операцине халалланӑ курав уҫӑлчӗ

Вӑл ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паттӑрлӑхне сӑнлать. Экспозицине Мускаври Ҫӗнтерӳ тата Донецкри таврапӗлӳ музейӗсем  йӗркелеме пулӑшнӑ.

Кунти сӑн ӳкерчӗксемпе ытти документсем кӳршӗллӗ патшалӑхра нацизм епле тепӗр хут пуҫ ҫӗкленине тата Украина ҫарӗсем Донбасра пурӑнакансене мӗнле шар кӑтартнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Тӗп вырӑнта вара - мирлӗ ҫынсене хӳтӗлекен Раҫҫей салтакӗсем.

Кунтах Раҫҫей геройӗн Николай Петровӑн, Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗсен Сергей Куликовпа Николай Сымовӑн сӑнукерчӗкӗсемпе докуменчӗсене тата ытти япалисене вырнаҫтарнӑ. Николай Сымовӑн ашшӗпе амӑшӗ те курава уҫма хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ывӑлӗпе тивӗҫлипех мӑнаҫланаҫҫӗ.

Кашни кӑмӑл тӑвакан курава пуянлатма пултарать. Музейра экспонатсем йышӑнма хатӗр. Кунта волонтерсем, салтаксене пулӑшакан ахаль ҫынсем пирки те каласа кӑтартасшӑн.

Курма килнисем хӳтлӗх карри ҫыхма вӗренме пултараҫҫӗ. "Салтак патне ҫыру" акцие хутшӑнма та май пур. Экспозици авӑн уйӑхӗччен ӗҫлӗ.


Надежда Александрова, Михаил Солин