Сумлӑ хӑнасене "Уяв" халӑх ансамблӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ. Ӑна нумай ҫул ертсе пыракан Зинаида Козловӑпа унӑн коллективӗ те "Республика мухтавӗ" ята тивӗҫнӗ. Проектӑн редакци канашӗ, патриотсен обществӑлла пӗрлешӗвӗпе "Еткерлӗх" издательство ҫурчӗ паянхи ҫитӗнӳсем ҫинчен хӑйӗн ятарлӑ журналӗнче ҫырса кӑтартать. Республика мухтавӗ - ҫӗршыв мухтавӗ: ҫапла шутлаҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхи кӑткӑс тапхӑрта пӗр анне варӗнче тӗвӗленнӗ пек тӑванлӑха туйса пӗрле пулма пултарни нихҫанхинчен ытла кирлӗ.
Проекта тытса пыракансен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри - ҫамрӑксене хамӑр ҫӗршыва, тӑван халӑха юрӑхлӑ воспитани парасси. Николай Гаврилов хӑй кӑҫал кӑна республикӑри 110 шкулта тӗлпулу, паттӑрлӑх урокӗ йӗркелесе ирттернӗ. Шкул ачисемпе тӑтӑш куҫран-куҫ курса калаҫнин усси пысӑк.
Валерий Гордеев "Комплекс" строительство фирмин пуҫлӑхӗ - сумлӑ премин кӑҫалхи лауреачӗ. Унсӑр пуҫне ҫак хисеплӗ ята 6 ҫынпа 2 предприяти тивӗҫрӗҫ. Канаш тӑрӑхӗнчи Янкӑлчри Николай Гаврилов ячӗпе хисепленекен шкулта Ҫарпа Ӗҫ мухтавӗн музейне ертсе пыракан 80-ри Калиса Иванова уява килеймен. Эпир унпа нумай пулмасть Янкӑлчра ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртне уҫнӑ чухне курса калаҫнӑччӗ.
"Республика мухтавӗ" кӑҫал регионсем хушшинчи шая тухрӗ. Кунта Раҫҫейри чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи, Тутарстанпа Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри пайташӗсем килнӗ. Вӗсене автономин ертӳҫи Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ чӑваш наци культурине аталантарнӑшӑн, ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Тав Ҫырӑвӗпе чысларӗ.
"Республика мухтавӗ" преми лауреачӗсем - ҫулран-ҫул тӗллеврен пӑрӑнмасӑр кашни хӑй ӗҫне ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлакансем. Сумлӑ ята тивӗҫесси - ҫулталӑкра пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӗтӗмлетни мар, хисеплӗ ентешӗмӗрсен ӗмӗр ӗҫӗ.
Марина Карягина, Виктор Степанов