"Сӑвӑ, юрӑ, драма..." кӗнекере пӗлтерӗшлӗ темӑсене хускатнӑ - ҫынсем хушшинчи хутшӑнусем, юрату, ҫемье тата истори. Зоя Илларионова "Хурӑн шывӗ" фильмӑн сценари авторӗ, продюсерӗ тата режиссерӗсенчен пӗри. Сӑмах май, ҫак ӗҫ Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери 17-мӗш кинофестивалӗн программине кӗме тивӗҫ пулнӑ. Пултарулӑх каҫӗнче Зоя Васильевна хӑйӗн хайлавӗсене вуласа пачӗ. "Йӗпхӳ ҫумӑр" тата "Якур арӑмӗ» сӑввисене уйрӑмах хапӑлласа йышӑнчӗҫ пухӑннисем.
Надежда Александрова