Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн ҫулталӑкри пухӑвӗ иртрӗ

Пӗрлешӳри ӑсчахсемпе таврапӗлӳҫӗсем кӑҫалхи ӗҫне пӗтӗмлетсе умри тӗллевӗсене палӑртрӗҫ.

Ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗнче халӗ тӗрлӗ регионта пурӑнакан 300 яхӑн ҫын шутланать. Вӗсен вӑтам ӳсӗмӗ вара 80 ҫул патне ҫывхарнӑ. Апла пулсан та хастарсем алӑ усса лармаҫҫӗ. Тӗрлӗрен тӗпчевпе таврапӗлӳ ыйтӑвӗсене ҫӗклесе кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, обществӑлла ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Пӗрисем инноваци уйрӑмӗнче пулсан теприсем фольклорпа ӗҫлеҫҫӗ тата ытти те. Пӗтӗмпе пӗрлешӳре 12 ушкӑн. Уйрӑмах тӑрӑшуллӑ ӑсчахсене пухура тав тата хисеп хучӗсемпе, Геннадий Волковпа Спиридон Яндуш ячӗллӗ тата ытти медальсемпе чысларӗҫ. Уявра академи йышне 15 ҫӗнӗ пайташ хутшӑнчӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ - вӗренӳпе наука ӗҫӗнче вӑй хуракансем.


Алексей Енейкин