Чӑваш Енри ӳнерҫӗсем «Между Волгой и Уралом» курава хатӗрленеҫҫӗ

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта "Между Волгой и Уралом" курав уҫӑлать. Унта Раҫҫейри тата урӑх ҫӗршыври ӳнерҫӗсен картинисемпе паллашма пулӗ. Чӑваш Енри сӑрӑ ӑстисем те ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.

"Между Волгой и Уралом" курав умӗн республикӑри ӳнерҫӗсем симпозиума пухӑнчӗҫ. Экпозицие пӗрле туслӑ йышпа хатӗрлес тенӗ вӗсем. Курава Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ. Кашниех ҫак темӑна хӑйнеевӗрлӗ ҫутатма тӑрӑшать. Вӑрҫӑ нуши-тертне, асапне, ыратӑвне ӳнерҫӗсем куракан патне хура-хӗрлӗ тӗссем урлӑ илсе ҫитересшӗн. Алексей Иванов вара символсем усӑ курать.

Вӑрҫӑ пирки ӑстасем гипсран калӑпланӑ сӑнарсем урлӑ та каласа кӑтартаҫҫӗ. Хатӗр ӗҫсене "Между Волгой и Уралом" куравра пахалама май пулӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлӗ. Унта Раҫҫейри сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсемпе пӗрлех Итали, Испани, Египет тата ытти ҫӗршыв ӳнерҫисен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Курава муниципалитетсене те илсе ҫитерме палӑртнӑ.

 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов