Чӑваш Енри шкулсем ҫӗнӗ автобуссемпе пуянланчӗҫ

39 автобусран 37-шне федераци, 2-шне Чӑваш Ен укҫипе туяннӑ. Ытларах пайӗ муниципалитетсенчи кивелнӗ шкул транспортне улӑштарӗ. Ҫак пулӑма ачасем ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем те пысӑк савӑнӑҫпа кӗтнӗ.

Ҫӗнӗ транспортпа шкулсем ҫеҫ мар, техникумсем те пуянланчӗҫ. Автобуссем студентсемпе вӗрентекенсене тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳресе вӗренӳ ӗҫӗнчи пултарулӑх шайне ӳстерме май параҫҫӗ.

Вӗренӳ тытӑмне аталантарма патшалӑх ҫулсерен сахал мар укҫа-тенкӗ уйӑрать. Ҫавна май пӗлӳ ҫурчӗсем те ҫӗнелсе, паха оборудованипе пуянланса пыраҫҫӗ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӗнӗ автобуссене пӑхса ҫаврӑннӑ май водительсемпе тата шкул директорӗсемпе калаҫрӗ. Педагогсем ҫӗнӗ транспортшӑн кӑмӑлтан хӗпӗртенине пӗлтерчӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров