Чӑваш Енри пушар хуралӗ хӑйсен ҫемье йӑлисене, историне упракансемпе пуян

Вӗсем профессири пысӑк ӑсталӑхӗпе, ҫирӗп кӑмӑлӗпе, хӑйсен ӗҫне парӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Пирӗн телерадиокомпани "Ҫемьери професси" проекта малалла тӑснӑ май хальхинче те хастарсемпе паллаштарать. Сотниковсен пӗрлехи ӗҫ стажӗ - 70 ҫул ытла. Красновсен пӗр ӗмӗртен те иртнӗ.

Малтанах ҫак профессие суйлаканӗ Вячеслав Васильевич Сотников пулнӑ. Хӑйӗн ӗҫри биографине вӑл 1970-мӗш ҫулта Чапаев ячӗллӗ завода сыхлассинчен пӗрремӗш пушар чаҫӗнче пуҫланӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшса 70 ҫулчченех ҫак тытӑмра вӑй хунӑ. Халӗ тивӗҫлӗ канура, ун ҫулне малалла такӑрлатаканӗ ывӑлӗ - Павел Сотников.

Павел Вячеславович - шалти службӑн полковникӗ. Вӑл ҫӑлавҫӑ профессине суйланӑранпа 30 ҫул та иртнӗ. Темиҫе хут пысӑк та хӑрушӑ пушарсене сӳнтереме хутшӑннӑ. Ӗҫри тӳрӗ кӑмӑлӗшӗн, яваплӑха туйнӑшӑн пӗрре мар тӗрлӗ шайри наградӑпа чысланӑ ӑна. Вӑл шутра 2002-мӗш ҫулта Шупашкарти Больница комплексӗнчи вут-ҫулӑма тӗп тунӑшӑн "Вилекенсене ҫӑлнӑшӑн" медальпе, "Тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑпа. Павел Сотников палӑртнӑ тӑрӑх, ку ӗҫ уншӑн професси кӑна мар, пурнӑҫ йӗрки. Алексей Сотников та аслашшӗпе ашшӗ ҫулнех суйласа пурнӑҫне ҫынсене пулӑшассине, инкекре ҫӑлассине халалланӑ. Ача чухне ҫывӑх ҫынни час-часах ӗҫе илсе ҫӳренӗ ӑна. Ун чухнех вут-ҫулӑма парӑнтаракан техникӑна кӑсӑкланса сӑнанӑ вӑл. Ҫитӗнерехпе пулас професси пирки пач пуҫ ватман. Алексей Шупашкарти 4-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн пушарнӑйӗ. Вӑл кунта 2020-мӗш ҫултанпа ӗҫлет. Сотниковсен пысӑк йышӗ час-часах пӗрле пуҫтарӑнать. Вӗсене ҫемьери хутшӑнусем кӑна мар, професси те ҫыхӑнтарать. 
Сергей Краснов ӳссен кам пулассине шкулта вӗреннӗ чухнех палӑртса хунӑ. 20-мӗш ҫул ӗнтӗ вӑл 41-мӗш пушар чаҫне ертсе пырать. Тӗслӗх вырӑнне уншӑн ашшӗ Алексей Харитонович пулнӑ. Алексей Краснов 30 ҫула яхӑн ҫак тытӑмра тӑрӑшнӑ. Ӑна кура 2 ывӑлӗ те пархатарлӑ профессие суйланӑ. Ҫывӑх ҫыннипе службӑра чылай вӑхӑт ирттернӗ Антон та ӑруран ӑрӑва такӑрланакан ҫулран пӑрӑнман. Сергей Красновӑн ывӑлӗ -  пушар надзорӗн патшалӑх  инспекторӗ. Вӑл та ашшӗ пекех Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Питӗрти пушарпа техника аслӑ шкулне пӗтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку тытӑма ӑнсӑртран лекекен ҫук, пӗрре службӑна пикенсен чылайччен ӗҫлетӗн. Ҫакна Красновсен тӗслӗхӗ те ҫирӗплетет.

Алиса Александрова, Дарья Петрова, Екатерина Янгалакова, Вадим Владимиров