Чӑваш Енри пӗлӳ ҫурчӗсенче ятарлӑ вӗренӳ иртрӗ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленсе шкулсемпе ытти пӗлӳ ҫурчӗсенче террорла ӗҫ-пуҫа хирӗҫ епле хатӗр пулнине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Яваплӑ специалистсем ачасемпе вӗрентекенсен тата хуралҫӑсен кӑткӑс лару-тӑрура  хӑйсене мӗнле тытмаллине ӑнлантараҫҫӗ.

Тӗп хулари 12-мӗш шкул ҫывӑхӗнче палламан ҫын пӑшалпа пынине тӳрӗх асӑрхарӗҫ. Кун пек чухне хуралҫӑн вӑр-вар пулмалла. Вӑл шутласа тӑмасӑр ятарлӑ пускӑча пусса пулӑшу чӗнсе илчӗ. Росгварди салтакӗсем вырӑна васкавлӑ килсе ҫитрӗҫ, преступнике ҫийӗнчех тытса чарчӗҫ. Апла пулин те ҫакӑнпа тӗрӗслев вӗҫленмерӗ-ха. Шкулта бомба пуррине пӗлтерчӗҫ. Ун пек чухне мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине тӗрӗс пурнӑҫланине пула ҫак вӗренӳ те ӑнӑҫлӑ иртрӗ.

Ача сачӗсемпе ытти пӗлӳ ҫурчӗсем уйрӑм яваплӑхра. Терроризма хирӗҫ кӗрешессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама тӗп хула хыснинчен 61 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа пушар сигнализаци тытӑмне, хуралҫӑсен пӳлӗмӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, карта тытаҫҫӗ, видеосӑнав камерисем туянаҫҫӗ.

Йывӑр лару-тӑрура харпӑр-хӑйне тӗрӗс тытма пӗлни пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек вӗренӳсене кашни шкултах  тӑтӑшах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Диана Иванова, Светлана Позднякова, Виктор Степанов