Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Андрей Хорошавин фермер хуҫалӑхӗн техника паркӗ ҫултан ҫул ҫӗнелсе пырать. Кӑҫал ҫак хӑватлӑ комбайна кӳрсе килнӗ. Александр Тарасов механизатор ӑна пахаланӑ та ӗнтӗ. Вырмара пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлерӗ, - тет вӑл.
Ҫывӑх вӑхӑтра хуҫалӑх тата тепӗр комбайнпа пуянланӗ. Ӑна тата ытти машин-трактора туянма Андрей Хорошавин йӳнетнӗ кредит илнӗ. Унсӑр пуҫне патшалӑх техника хакӗн пӗр пайне тавӑрса панӑ. - Ҫакнашкал пулӑшу пулмасан аталанма, тупӑшлӑ ӗҫлеме йывӑр пулӗччӗ, - тет фермер. 3 пин гектар ҫинче вӑл рапс, пӗрчеллӗ культурӑсене ҫитӗнтерет. Ҫитес ҫулхи тухӑҫ пирки кунта паянах шутлама тытӑннӑ. Минераллӑ удобренисемпе тӗрлӗ им-ҫама пин тонна кӳрсе килнӗ те ӗнтӗ. Ҫакӑн валли те банкран кивҫен ыйтнӑ.
Куславкка тӑрӑхӗнчи Иван Семёнов фермер та патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхсемпе анлӑ усӑ курать. Купӑста, хӑяр, ҫӗр улми, тулӑпа пӑрҫа туса илессипе ӗҫлекен хуҫалӑха темӗн тӗрлӗ техника кирлӗ. Ҫавна май трактор-машин паркӗ те пуян. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса иртнӗ 5 ҫулта ӑна тӗпрен ҫӗнетнӗ.
Ҫӗнӗ трактор-машин ака, вырма ӗҫӗсене вӑхӑтра ирттерме, пахарах тума пулӑшать, - каласа кӑтартать Иван Семёнов. Техника хакӗ йӳнӗ мар, ҫавӑнпа фермерсемшӗн укҫа кивҫен илме май пурри паха. Раҫҫей Тӗп банкӗ ҫирӗплетнӗ 21 процент вырӑнне вӗсен 8 процент ытларах, пысӑк хуҫалӑхсен 12 процент ҫурӑ тӳлемелле. Ставка уйрӑмлӑхне патшалӑх саплаштарать. Кредита ҫулталӑклӑха тата 15 ҫуллӑха параҫҫӗ.
Иван Семёнов ҫитес ҫул та ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасшӑн. Банк 60 миллион тенкӗ пама килӗшнӗ.
Фермерӑн тӗллевӗсем пысӑк. Теплицӑсене хутса ӑшӑтма котельнӑй лартасшӑн, техникӑна упрама ангар тӑвасшӑн. Ӗҫ тухӑҫлӑхне те, акакан лаптӑксене те вӑл ӳстерсе пырас кӑмӑллӑ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов