Чӑваш Енре ытти регионти пекех паттӑрсен ячӗсемпе суйлав участокӗсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ

Иккӗшне Василий Чапаевпа Андриян Николаева асӑнса, тепӗр виҫӗ лаптӑка хальхи ҫар операцийӗн паттӑрӗсене сума суса уҫрӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Дмитрий Семёнов, улатӑрсем Александр Старчков, елчӗксем вара Николай Петров ячӗпе хисепленекен уйрӑмсенче сасӑлама пултарӗҫ.

Ҫӗршывӑн малашлӑхне палӑртакан яваплӑ пулӑм халӑха пӗрле пулма хистет. Уйрӑмах ҫар операцийӗ пынӑ тапхӑрта. Иртнӗ икӗ ҫулта Раҫҫей тӑнӑҫлӑхӗшӗн ҫапӑҫса сахал мар салтак пуҫ хучӗ. Вӑл йышра - Тӳскел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Петров та.

Николай Алексеевич 1999-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкренех спортпа туслӑ пулнӑ. Технологи предмечӗпе вара ҫӗршыв шайӗнчи олимпиадӑра та мала тухнӑ. Елчӗкри вӑтам шкул хыҫҫӑн Николай Мускаври ҫар училищине вӗренме кӗнӗ. Ӑна хӗрлӗ дипломпа пӗтерсен 21-мӗш ҫулта ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа Дагестана ҫитнӗ, мотострелоксен взвочӗн командирӗ пулнӑ.

Ҫарта та, кулленхи пурнӑҫри пекех хастарлӑхпа палӑрнӑ салтак. 2023-мӗш ҫулхи ҫуркунне Николай Петров аслӑ лейтенант пысӑк ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Хӑйӗн ушкӑнӗпе тӑшман хӳтлӗхне татса 4 пулемётпа гранатомет, танка хирӗҫ кӗрешекен 2 комплекс расчётне тата 35 салтака тӗп тунӑ. Хӗрӳ ҫапӑҫура чӑваш каччи вилмеллех аманнӑ. Ҫапла вӑл, иртнӗ ҫулла президент хушӑвӗпе "Раҫҫей геройӗ" ята тивӗҫнӗ.

Ҫак мӑнаҫлӑх туйӑмӗ паттӑр салтакӑн ентешӗсене ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать те. Ҫӗршывӑн пуласлӑхне палӑртакан сасӑлавра та халӑх ыррине кӗтет. Ҫавӑнпа та, Тӳскелти 2402-мӗш суйлав лаптӑкӗ герой ячӗпе хисепленни нумайӑшне хӗпӗртеттерет.

Ентеш паттӑр ячӗллӗ суйлав лаптӑкне палӑртнӑ кунсенче ял халӑхӗ 100 процент таранах килсе сасӑласса шанаҫҫӗ.

Улатӑр тӑрӑхӗнчи Чуварлей ялӗнче пурӑнакансем вара ҫитес уйӑхри суйлавра 21 ҫул кӑна пурӑннӑ Александр Старчков герой ячӗллӗ 117-мӗш участока пырӗҫ.

Шупашкар ҫывӑхӗнчи Тренкассинче те патриотла митинг иртрӗ. Унти суйлав лаптӑкне ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ Дмитрий Семенов герой ячӗпе уҫрӗҫ.


Алексей Енейкин, Михаил Солин