Каҫал тӑрӑхӗнчи "Ҫӗр улмине мухтав" хуҫалӑх 20 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать. Ҫак икӗ теҫетке ҫулта вӑл Чӑваш Енри "иккӗмӗш ҫӑкӑр" ӳстерекен чи ӑнӑҫлӑ хуҫалӑх пулнине ҫирӗплетрӗ. Хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштаракан семинара ҫӗр улми ӳстерекенсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗпе Казахстанран килсе ҫитрӗҫ. Вӗсен йышӗнче биологсемпе химиксем те пур. Кунти паха опыта куҫпа курса ӗненмешкӗн пухӑннисем ҫӗр улми анисене тухса тӗпчерӗҫ. Иккӗмӗш ҫӑкӑра кунта ҫумӑр ҫуман чухне кашни кунах ҫӗр каҫа шӑвараҫҫӗ. Тӗрлӗ вӑхӑтра пулса ҫитекен ҫӗр улми пӗр тӗпрен вунӑ ытла хунав кӑларать. Ун пек чух ҫимӗҫӗ те ӑнса пулать.
Алексей Енейкин, Димитрий Макаров








