Лаборатори тӗрӗслевӗсем, производствӑна экскурсипе ҫитни, ӗҫ хатӗрӗсемпе паллашни, унтан тин - экзамен. Кондитер ӑсталӑхӗнче аталанма кӑмӑл тунисен тӳресене тӗлӗнтермелли сахал мар.
Пирожнӑйсем, вӗтӗ кукӑль, пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырлаллӑ карҫинккасем - ҫӑвартан шыв килмелӗх, тутанмалӑх темӗн те пур. Вӗренӳ вӗҫленсен ҫамрӑксене "3-мӗш разрядлӑ кондитер" специальноҫа алла илни пирки документ параҫҫӗ. Свидетельство обществӑлла апатлану вырӑнӗсенче ӗҫлеме ҫул уҫать. Капла яшсемпе хӗрсем укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме те, килтисене пылак ҫимӗҫпе савӑнтарма та пултараҫҫӗ. Кондитер, пекарь, сыр пӗҫерекен профессине Аграри университетӗнче те илме май пур. 5-мӗш гимнази аслӑ шкулпа темиҫе ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Шупашкарти медицина колледжӗ те ҫамрӑксене пулас професси суйлассинче пулӑшма хатӗр. Кунта "Чирлисене пӑхакан кӗҫӗн медсестра" программӑпа вӗрентеҫҫӗ.
Инженери ӗҫӗнче те пӗлмелли сахал мар. Шкулта вӗренни ҫителӗксӗр. Тӗрлӗ механизм ӗҫне, вӗсем мӗнрен тӑнине ӑнланмалла, кӑлтӑксене сирсе яма пӗлмелле. Ҫак хӑнӑхӑва Строительство колледжӗнче электромонтажник-схемщик специальноҫне алла илекенсене вӗрентеҫҫӗ. Завод цехӗсенче те курмалли-тишкермелли нумай. Чӑваш патшалӑх университетӗнче гимназистсене физикӑпа, математикӑпа пӗлӗве тарӑнлатма май параҫҫӗ. Хӑнӑхнӑ классенчен уйрӑлса тӑракан аудиторисенче вӗренме кӑсӑклӑ. Шкул ачисем хӑйсене студентсемпе пӗр тан туяҫҫӗ. Ҫакӑ та аслӑ шкула талпӑнма хавхалантарать.
Алиса Александрова, Лидия Галактионова, Вадим Владимиров