Филармони залӗнче нумай ачаллисем, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксен ҫемйисем, ӗҫ династийӗсем, тӗрлӗ енлӗ хастар йышсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кашнин пӗр-пӗринчен вӗренмелли, тӗслӗх илмелли пур. Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 19 пине яхӑн нумай ачаллӑ ҫемье. Кашни 4-мӗш ача пысӑк йышра ӳсет. Ҫулталӑк тӑршшӗпе пирӗн республикӑри хастар йышсем Раҫҫей шайӗнче хамӑр регион чысне пӗрре мар тивӗҫлӗ шайра хӳтӗленӗ. "Это у нас семейное" конкурс финалне, сӑмахран, харӑсах 3 ҫемье тухнӑ. Уявпа саламласа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене тӗрлӗ наградӑпа чысларӗ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче 56-мӗш ҫул килӗштерсе пурӑнакан Валентина Ивановнапа Александр Федорович Яковлевсем "Юратупа шанчӑклӑхшӑн" ордена тивӗҫрӗҫ. Мӑшӑр 3 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Амӑшӗн Мухтавӗн "Анне" паллипе уявра Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 7 ача амӑшне Наталья Егорована чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫак хисепе Ҫӗрпӳри Ольга Яковлева тивӗҫрӗ. Мӑшӑрӗпе Анатолий Витальевичпа вӗсем 4 хӗрпе пӗр ывӑл ӳстереҫҫӗ.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ май "Ҫулталӑк ҫемйи" конкурса пӗтӗмлетесси йӑлара. Яваплӑ, пултаруллӑ, спортпа туслӑ тата ытти номинацире палӑрнӑ ҫемьесем сцена ҫине тухрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне вара Ҫӗнӗ Шупашкарти Максимовсем тивӗҫрӗҫ. 28 ҫул килӗшӳпе ӑнланура пурӑнакан Еленапа Александр 3 ачаллӑ. Вӗсем тӑван хулан тата республикӑн спорт аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ.
Алиса Александрова, Вадим Владимиров