Хӑнасене Етӗрне тӑрӑхӗнчи "Выльский" хуҫалӑхра тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Хӑмла мӗнле ҫитӗннине хӑшӗ-пӗри курман та, ҫавӑнпа та вӗсем сӑн ӳкерчӗксем тума васкарӗҫ. "Симӗс ылтӑн" плантацийӗсем ку хуҫалӑхра 16 гектар йышӑнаҫҫӗ. Тухӑҫлӑхӗ - 27-28 центнер. Чир-чӗре хирӗҫ кӗрешме им-ҫампа усӑ курмаҫҫӗ. Ытларах биологи эмелӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑнасене пӗтӗмпех кӑсӑклӑ пулчӗ. Чӑнах та, хӑмла туса илесси ҫӑмӑл мар. Ҫакна 40 ҫула яхӑн "Ленинская искра" хуҫалӑхра агрономра ӗҫленӗ, халӗ "Русхмель" пӗрлешӳре тӑрӑшакан Маргарита Иванова та ҫирӗплетрӗ.
Хӑмла плантацийӗ хыҫҫӑн хӑнасене Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче тулли кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ. Кунта сӑра вӗретнӗ йӑлана кӑтартса пачӗҫ. Ку ӗҫре хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗсем. Чӑваш халӑхӗн тӗп ӗҫмине тума хӑвӑрт пулмасть. Хӑнасем ытти йӑла-йӗркепе те кӑсӑкланса паллашрӗҫ.
"Ҫакӑн пек вырӑнсене тухса ҫӳрени, хамӑр куҫпа курни ӗҫ пӗлтерӗшне тарӑнрах туйса илме пулӑшать", терӗҫ специалистсем. Чӑвашсен тараватлӑхне вара вӗсем нумайлӑха асра тытӗҫ.
Диана Иванова, Игорь Ульянов