Чӑваш Енре «Новые люди» парти ертӳҫи Алексей Нечаев ӗҫлӗ ҫӳревпе пулчӗ

Алексей Нечаев "Спартак" стадионта иртекен ҫӗнӗ спорт енӗсен фестивальне уҫрӗ.

Ҫитӗнекен ӑрӑва яланах мӗн те пулин ҫӗнни кӑсӑклантарать. Ҫамрӑксен вӑхӑтне сывлӑхшӑн та, ӑс-тӑншӑн та усӑллӑ ирттерессине шута илсе ҫӗршывра ҫӗнӗ йышши спорт вӑййисене ҫирӗплетнӗ. Вӗсен ячӗсем акӑлчанларах илтӗнеҫҫӗ: корнхол, текбол, пикл-теннис тата ытти те. Чӑваш Енре ҫак ӑмӑртусене халалласа пӗрремӗш хут ҫӗнӗ спорт вӑййисен фестивалӗ иртрӗ. Ӑна уҫнӑ чух Патшалӑх Думинчи "Ҫӗнӗ ҫынсем" фракци ертӳҫи Алексей Нечаев пирӗн республика тӗрлӗ енлӗ аталаннине палӑртрӗ. Ҫамрӑксен умӗнче те ҫӗнӗ те хӑтлӑ майсем уҫӑлнине каларӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Геннадьевич спортсменсемпе калаҫрӗ. Вӗсене ҫӗнӗ спортра ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу сунчӗ.

Ҫӗнӗ вӑйӑсен кашни тӗсӗ харӑсах темиҫе спорта пӗрлештерет. Пикл-теннис, сӑмахран, бадминтонпа пинг-понга аса илтӗрет, текбол вара сӗтелҫи теннисӗ евӗр иртет. Анчах та мечӗке урапа та, пуҫпа та лекме юрать, алӑпа ҫеҫ тӗкӗнмелле мар. Ҫамрӑксене уйрӑмах фиджитал-футбол вӑййи илӗртрӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем ҫӗнӗ спорт вӑййисемпе паллашчӑр тесе йӗркеленӗ фестиваль "Спартак" спорт шкулӗнче вӗренекенсемпе Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксене пухрӗ. Ӑмӑртусене тӗрлӗ ӳсӗмри шкул ачисем хутшӑнма пултарчӗҫ. Пӗчӗкреххисемшӗн ытларах корнхол вӑййи кӑмӑлӗсене ҫывӑх пулчӗ. Кунта хуратул тултарнӑ минтер евӗр пӗчӗк михӗсене аяккалла ывӑтса ятарлӑ шӑтӑка тӗл персе кӗртмелле. Ытти тупӑшусем вара хускануллӑ вӑййа виртуаллӑ ӑмӑртупа пӗрлештереҫҫӗ. Фестивальте хӑнасем валли ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Вӗсемшӗнех кунта спорт секцийӗсен ярмӑркки те ӗҫлерӗ. Ҫапла майпа ҫӗнӗ вӑйӑсене ҫӗнӗ ҫынсем хутшӑнса пыраҫҫӗ.

 

Алексей Енейкин, Борис Андреев