Чӑваш Енре наставниксен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн ҫурма финалӗ иртет

Хӑйнеевӗр тупӑшӑва ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе йӗркелеҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ - ачасемпе ҫамрӑксене граждӑнла тата патриотла воспитани парас енӗпе тӑрӑшакансен ӗҫне аталантарасси, чи пултаруллисене тупса палӑртасси. Конкурс савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  филармони залӗнче уҫӑлчӗ.

Чӑваш Ен тӗп хулине Атӑл тата Урал федераци округӗсенчен 500 наставник килсе ҫитнӗ. Вӗсем - тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакансем - ҫамрӑк специалистсене ӗҫе хӑнӑхтараҫҫӗ, хӑйсен паха опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Кӑҫал конкурсра уйрӑмах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тимлӗх уйӑраҫҫӗ. "Вӗсем пурнӑҫ майӗсене лайӑхлатассипе тӗрлӗ пуҫару сӗнеҫҫӗ, эпир паллах, пур шухӑша та ырлатпӑр", палӑртрӗ Раҫҫей ҫамрӑкӗсен агентствин Роспатриот центрӗн ертӳҫи Елена Беликова пухӑннисене саламланӑ май. Чӑваш Ен чысне 22-ӗн хӳтелеҫҫӗ. Вӑл шутра "Воин" центрти Григорий Васильев аслӑ инструктор.

Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче - Раҫҫей Геройӗ,  Луганск халӑх республикин Геройӗ, Паттӑрлӑх орденне 5 хут тивӗҫнӗ Артем Чумаров. Наставникӑн чи малтанах ыттисемшӗн тӗслӗх, ҫавӑн пекех тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулмаллине каларӗ. Патриот вӑл - Тӑван ҫӗршыва алла пӑшал тытса хӳтӗлекен кӑна мар, ҫӗршыв малашлӑхӗшӗн, унӑн тӑнӑҫлӑхӗшен тӑрӑшакан, терӗ. Конкурс 5 номинаципе иртет. Вӑл шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе ветерансене уйрӑм палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех патриотла воспитани парас енӗпе 20 ҫул ытла ӗҫлекен педагогсемпе инструкторсем валли "Тава тивӗҫлӗ наставник" номинаци йӗркеленӗ.  

Ҫурма финал ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшчен пырать. Конкурса хутшӑнакансене патриотла воспитани парас ыйтусемпе калаҫусем тата вӗренӳ программи кӗтет. Финал вара юпа уйӑхӗнче Хусанта пулать. Унта федераци округӗсенче палӑрнӑ чи пултаруллӑ 400 наставник тупӑшӗ.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров