Ҫӗр улмине кунта пробиркӑра ҫитӗнтереҫҫӗ. Ятарлӑ лабораторинче кӑларнӑ микрокалчасем ҫак теплицӑра вӑй илеҫҫӗ. Кашни ӳсен-тӑран уйрӑм савӑтра аталанать.
Халӗ кунта вӑрлӑхлӑх 25 пин ҫӗр улми ӳстереҫҫӗ. Апрель пуҫламӑшӗнче лартнӑскерсене ҫитес уйӑхра кӑларма та вӑхӑт. Ҫапла теплицӑра ҫулталӑкне 2 хут тухӑҫ илеҫҫӗ - пӗтӗмпе ҫур миллиона яхӑн улма вӑрлӑхӗ ҫитӗнет. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ кунта пӗрремӗш хут мар, анчах тӗлӗнмелли кашнинчех тупӑнать. Ӑна ҫӗнӗ технологисемпе паллаштарчӗҫ. Унччен калчасене парник евӗр тоннельсенче ӳстернӗ, 3 ҫул каялла хальхи йышши теплицӑна хута ярсан, ӗҫ самаях ҫӑмӑлланнӑ: калчасене пӗтӗмпех тенӗ пек автоматика пӑхса тӑрать.
Хамӑр патӑрти ҫӗр улмин 5 сортне туса илеҫҫӗ кунта. Юлашки вӑхӑтра урӑх ҫӗршывсенчен вӑрлӑх чылай сахалрах кӳрсе килеҫҫӗ. Лорх ячӗллӗ тӗпчев институчӗ паха материалпа тивӗҫтерет. Теплицӑра ҫитӗнтернӗ ҫӗр улми ятарлӑ управӑшра сыхланать - склад 2-3 градусран ытла ӑшӑнмасть, 4 пин тонна ытла пахча-ҫимӗҫ вырнаҫать. Ҫавах та микрокалчаран элитлӑ вӑрлӑх туса илесси 5 ҫул йышӑнать, унтан тин ӑна сутма пуҫлаҫҫӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама патшалӑх аванах пулӑшать - субсиди парать.
Ирина Николаева, Вадим Владимиров, Николай Скворцов








