"Слава картофелю" агрофирма ҫӗр улми туса илессипе тӗллевлӗ ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗри. Унӑн уйӗсем Комсомольски, Канаш тата Елчӗк тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ. Кунта ҫӗнӗ сортсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Малтан калчасем пробиркӑра вӑй илеҫҫӗ. Унтан вӑрлӑх пулма вӗсене теплицӑна куҫараҫҫӗ. Паянхи куна 237 пин вӗтӗ улма пуҫтарса илсе хӗл каҫарма управӑша хунӑ.
Хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсемпе паллашма Казахстан, Беларуҫ ҫӗршывӗсенчен, Киров, Пенза, Чулхула облаҫӗсенчен тата ытти регионтан специалистсем килсе ҫитнӗ. Хӑнасене ҫӗр улми уйӗсене кӑтартрӗҫ. Кашни сорт мӗнпе уйрӑлса тӑнине, вӗсене ҫитӗнтернӗ чухне мӗне шута илмеллине тӗплӗн каласа кӑтартрӗҫ.
Агрофирмӑн ҫӗр улми уйӗсем пӗтӗмӗшлӗ 700 гектар йышӑнаҫҫӗ. Тухӑҫлӑ пахча-ҫимӗҫ туса илес тесен ӑна хурт-кӑпшанкӑран тата чир-чӗртен сыхламалла. Им-ҫамлас ӗҫе ҫӑмӑллатнӑ кунта - ятарлӑ дронсемпе усӑ кураҫҫӗ. 16 литр хутӑш кӗрекен хатӗр пӗр ҫаврӑмра 3 гектар таран сапать.
Пӗрлешӳн тӗллевӗсем пысӑк. Ҫитес вӑхӑтра тепӗр ҫӗнӗ сортпа ӗҫлеме тытӑнмалла. Халӗ хуҫалӑхра ку енӗпе селекционерсемпе пӗрле тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Ен "иккӗмӗш ҫӑкӑр" ҫитӗнтерессипе тухӑҫлӑ ӗҫлекен регион ятне малалла та ҫуллӗ тытса пырасшӑн кунта. Аса илтеретӗп, кашни 100 гектар ҫӗр пуҫне шутласан, ҫӗрулми туса илессипе Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнче пӗрремӗш, ҫӗршывӗпе 7-мӗш вырӑнта.
Диана Иванова, Екатерина Янгалакова








